2020 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче РФ Президенчĕ В.Путин О.Николаева ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлама уйăрса лартасси çинчен калакан Указа алă пуснă - унтанпа виçĕ çул иртрĕ. Чă­ваш Ен Пуçлăхне суйланнăранпа вара икĕ çул çурă çитет. Çак вăхăтра ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев мĕн палăртнине пурнăçа кĕртсе пыни пирки «Олег Николаевпа – 3 çул» ятпа йĕркеленĕ интервьюра тĕплĕн ву­ласа пĕлме пулать.

ЧР Пуçлăхĕ О. Николаев республикăна ертсе пыма тытăннă май ăна ансат мар вăхăт тиврĕ. Малтан – пандеми, унтан – санкцисем, ятарлă çар операцийĕ, мобилизаци тата ытти те. Çакна малтан никам та палăртса хума çеç те мар, шутлама та пултарайман вĕт. Кун пек йывăр самантра вара бюджет расхучĕсем те пысăк­ланаççĕ, республикăн, çавна май муниципаллă округсен экономикăри лару-тăрăвĕ те хавшама пултарать. Çÿлерех асăннă интервьюра Олег Алексеевич пуçаруллă çынсенчен тăракан команда йĕркелесе çак йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пултарнине палăртрĕ. «Регион Пуçлăхĕн рес­публика шайĕнче ку е вăл ыйтăва тат­са панă чухне йăнăш тума право çук», - тени тĕрĕс тесе шутлатăп.

Интервьюна тишкернĕ май ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев кашни ыйтăва хăйне пырса тивнĕ пек йышăннипе уйрăлса тăрать. Çак вăхăт тĕлне нумай ĕç тума ĕлкĕрнĕ. Экономика кирек хăш регионшăн та аталану никĕсĕ пулса тăрать. Промышленность аталанăвĕ вара экономикăн тĕп шăнăрĕ. Патшалăх промышленноçа аталанса пыма пулăшни вара пысăк тĕрев паниех тесе шутлатăп. 2020 çулта унăн виçи 325 миллион тенкĕпе танлашнă, пĕлтĕр 7 миллиард тенкĕ урлă каçнă – 21 хут пысăкланнă. Промышленность аталанăвĕ тенĕрен, пирĕн районта та ку енĕпе ÿсĕмсем пур. Юлашки çулсенче Вăрмар район экономики, пĕтĕм çĕршыври пекех, санкцисемпе çыхăннă çăмăл мар условисенче аталанса пынă. Экономика аталанăвĕн тĕп çăлкуçĕсенчен пĕри – вак тата вăтам бизнес. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Вăрмар тăрăхĕнче вак тата вăтам предпринимательствăн 650 субъектне регистрациленĕ, çав шутра уйрăм çын предпринимательсем – 553, пĕчĕк предприятисемпе юридици сăпатĕнчи çынсем – 97. Пĕтĕмĕшле округпа илсен, ĕçлекен 2894 çынран вак предпринимательствăра вăй хураканасен шайĕ 62,3 процент шутланать. Вак тата вăтам предприятисем пурĕ 688,4 миллион тенкĕлĕх тавар туса кăларса ăна вырнаçтарнă тата халăха тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кÿнĕ. Вăрмар округĕнчи промышленность предприятийĕсене илес пулсан иртнĕ çул «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществи, «Светлана» тулли мар явап­лă общество, «ОВАС-Спорт» тулли мар яваплă общество лайăх ĕçлесе пынă.

Палăртма кăмăллă: иртнĕ çул «АкваПром» тулли мар яваплă общество продукци туса кăларассипе Чăваш Республикинчи промышленность предприятийĕсем хушшинче пысăк кăтартусемпе палăрнă, унчченхи çулпа танлаштарсан плана 149 процент пурнăçланă. Асăннă предприяти çулран-çул производство хăватне ÿстерсех пырать, çавна май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те йĕркелеççĕ. Раççей тĕлĕшпе санкцисене йышăнса Анăç хăйнех сиенлет. Пирĕн предприятисем вара çак йывăр лару-тăрăва пăхмасăрах ÿсĕм çулĕпе пыни чăннипех те савăнтарать. Тĕрĕссипе каласан, промышленность производствинче пахалăхлă тавар туса кăларма санкцисем пĕрре те чăрмантармаççĕ, тепĕр майлă, вăйлăрах ĕçлеме çул уçса параççĕ.

З.ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика