Вăрмар муниципаллă округĕнче ĕçлĕ визитпа РФ Федераллă Пухăвĕн сенаторĕ Николай Владимиров пулнă.
Вăл Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕпе В.Шигильдеевпа, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕпе Ю.Ивановпа тата муниципаллă округăн администрацийĕн пуçлăхĕн экономика, АПК тата пурлăх хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕпе – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕпе В.Адюковпа пĕрле Вăрмарти пулас сĕт-çу заводĕнче пулса курнă. «Зеленая долина» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ С.Михайлов заводпа паллаштарнă.
2021 çулта сĕте тирпейлемелли пурлăхпа техника базине аталантарма «Вак тата вăтам предпринимательлĕхпе уйрăм предпринимательлĕх пуçарулăхне пулăшасси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 38 миллион тенкĕлĕх грант пулăшăвĕ панă пулнă. Хальхи вăхăт тĕлне кунта пысăк калăпăшлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă, сĕт-çу продукцийĕ туса кăларакан цех валли çĕнĕ оборудовани турттарса килсе вырнаçтарнă. Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче алкогольсĕр шывсем туса кăларакан лини хута янă. Вăрмар лимонадне паянхи кун округри лавккасенче сутаççĕ. Газ котелĕсене ĕçлеттерсе яма ирĕк илсе помещение ăшă ярасси юлнă хальхи вăхăтра. Сĕте вырăнти халăхран туянма палăртаççĕ. Заводра 15 ĕç вырăнĕ йĕркелесшĕн. Производствăна май уйăхĕнче хута яма планланă. Николай Николаевич предпринимателе палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнăçу суннă.
Çавăн пекех Николай Владимиров граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.
Н.ШИШКИНА.