Вăрмар тăрăхĕнче кашни çулах çĕнĕ, хальхи йышши фельдшерпа акушер пункчĕсем хута каяççĕ. Черет Хĕрлĕçыр ялне те çитрĕ, кунта хальхи вăхăтра «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче çĕнĕ ФАП туса лартассипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Чи малтанах пулас объект территорийĕнче нумай çул ÿсекен йывăçсемпе тĕмсене кăклама тивнĕ. Çак ĕçсене Хĕрлĕçыр ял çыннисем пурнăçланă. Ятарласа субботник ирттернĕ пулнă ку тĕллевпе.
Канаш районĕнчи «Геолог» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем çĕнĕ медицина учрежденийĕн никĕсне хывмалли арматурăсене вырнаçтарса пĕтернĕ.
Хĕрлĕçыр ялĕнче пурăнакансем сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ объекчĕ çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа та хăйсен ирĕкĕпе пулăшма тухаççĕ. Ял халăхĕн вăйĕпе темиçе субботник те ирттернĕ.
«Геолог» общество ĕçченĕсем фундамент валли ăшăтакан хатĕрсем вырнаçтарса пĕтернĕ. Çакăн хыççăн ФАПăн никĕсне хывма тиесе килнĕ бетон хутăшĕ янă. Бетон хутăштаракан автомашина виçĕ рейс тунă, кăнтăрла иртни 4 сехет тĕлне ĕçе вĕçлеме те ĕлкĕрнĕ. Палăртса хăвармалла, никĕсе янă бетон хутăшне ятарлă электричество тытăмĕ ăшăтса тăрать. Ĕçсем малалла та ăнăçлă иртессе шанатпăр.
В.НАРСОВ, Тикашри территори пайĕн начальникĕ.