Мартăн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикинче, çав шутра Вăрмар муниципаллă округĕнче те, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем çаксем пулчĕç: РФ Президенчĕн В.Путинăн РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕ; ЧР Министрсен Кабинечĕн 2022 çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетсе тунă отчет; культура учрежденийĕсене, палăксене, культура еткерлĕхĕн объекчĕсене тивĕçлĕ шайра тытас ыйтусем, культурăпа кану мероприятийĕсене ирттересси.
Пĕрлехи информаци кунĕнче Вăрмар муниципаллă округĕнче икĕ ушкăн ĕçлерĕ. ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ А.Краснов, Вăрмарти газ участокĕн представителĕ А.Романов Пысăк Енккассинчи территори пайне çитсе кунта пурăнакансемпе калаçрĕç. Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ю.Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Пронин, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — строительствăпа территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Т.Матвеева, Вăрмар районĕнчи культура аталанăвĕн центрĕн директорĕ Л.Агеева, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Л.Николаев Аслă Чакри территори пайĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă.
Пысăк Енккассинчи территори пайĕнче информушкăн членĕсем территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А. Смирновпа пĕрле чи малтан Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне кайса курчĕç, кунти лару-тăрупа паллашрĕç. Икĕ хутлă пысăк çурт маларахри çулсенче кĕрлесе тăнă пулсан, халĕ кунта пĕр медицина сестри кăна ĕçлет. Медицина учрежденине укол тутарма, юн пусăмĕн шайне виçтерме тата ытти тĕллевпе килнĕ çынсем /ытларах ватăсем\ хăйсен нуши çинче каласа пачĕç, врач офисĕнче юсав ĕçĕсем пурнăçласан, халăх сывлăхне тимлеме тухтăра ĕçе илсен питех те лайăх пулнă пулĕччĕ терĕç.
Тĕлпулу малалла ялти библиотекăра тăсăлчĕ. Информаци кунĕн тĕп темисем çинче чарăнса тăнă хыççăн калаçу халăха пăшăрхантаракан ыйтусем çине куçрĕ. Пухăннисем Пысăк Енккассинчи культура çуртне тĕпрен юсасси, Карăкçырми ялĕнче клуб тăвасси, сĕт хакĕ, çул-йĕре юсасси тата ытти пирки те калаçрĕç. Сĕт пуçтаракансем ăна халăхран ытла та йÿнĕпе туянни çинчен сăмах хускатнă май яваплă çынсем Вăрмар поселокĕнче уçма планланă сĕт-çу завочĕ çак ыйтăва татса пама пулăшасса палăртрĕç.
Вăрмарти газ участокĕн представителĕ А.Романов çутçанталăк газĕпе усă куракансен çулсерен техобслуживани тумаллине аса илтерчĕ, газ плитипе, газ котелĕпе усă курнă чухне яланах сыхă пулмаллине асăрхаттарчĕ. Ятарлă программăпа усă курса çăмăллăхлă мелпе киле газ кĕртме май пулнине каларĕ.
Çĕнĕлĕхсем пирки калас пулсан, кăçал республикипех информаци кунне пĕрремĕш хут шкулти медиацентрсен представителĕсем хутшăннине палăртмалла. Пысăк Енкассинчи тĕлпулăва кунти вăтам шкулти медиацентрăн активисчĕсем — 8-мĕш класра вĕренекен Ю.Михайловăпа В.Федотова тата вĕсен руководителĕ Г.Алексеева хутшăнчĕç.
И.ДАНИЛОВА.