«Ачасем - пирĕн пуласлăх. Вĕсенчен кашни хăйĕн тĕрĕс çул-йĕрне тупма пултарни пирĕншĕн, аслисемшĕн, уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кашни ача çитĕнсе пынă май пур енлĕн аталанса пырса çемьешĕн те, çĕршывшăн та юрăхлă та усăллă çын пулса ÿстĕр. Кăçал вара эпир çамрăк ăрăва аталанмашкăн мĕнпур условисем туса парăпăр», - терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Телейлĕ ачалăх çулталăкне «Шупашкар — Арена» пăр керменĕнче уçнă май.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсем, республикăри муниципаллă округсен представителĕсем, республикăри хула тата муниципаллă округсенчи пилĕк пине яхăн ача хăйсен вĕрентекенĕсемпе хутшăнчĕç. Вĕсем олимпиадăсемпе конкурссен çĕнтерÿçисем, вĕренÿре малта пыракансем, спортра тата тĕрлĕ юхăма хутшăнса палăрнисем. Шкул ачисемпе çамрăксем валли йĕркеленĕ мероприяти «Пĕр кун тĕп хулара» ятпа иртрĕ.
Уява чăннипех те çÿллĕ шайра йĕркеленĕ. Пăр керменĕнче çутă, сасă, юрă-кĕвĕ вылявĕ, ачасен хитре тумĕсем чăннипех те куракансене тыткăна илчĕç. Мероприятин кашни номерне пысăк экран çинче те кăтартса пычĕç. Уйрăмах чăваш наци çи-пуçне тăхăннă ачасемпе çамрăксем вăйă картине тăрса юрлани, ташлани тĕлĕнмелле илемлĕн курăнчĕ.
2023 çула Чăваш Енре - Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе палăртнă пулсан, Раççейре вара Педагогпа наставник çулталăкĕ пулнине асăнса хăварчĕç. Çавна май республикăри чи маттур та пултаруллă вĕрентекенсем /тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисем\ сцена çине хăпарма тивĕçрĕç. Унтан республикăри муниципаллă округсенчен килнĕ делегацисен парачĕ иртрĕ. Вĕсен шутĕнче Вăрмар муниципаллă округĕнчен пултаруллă та маттур ачасем хутшăнчĕç /ÿкерчĕк çинче\. 15-шер çынран тăракан ушкăнсенче – чи пултаруллисем, чи маттуррисем. Вĕсене кашнине ятран асăнчĕç. Вĕсене курма килнисем пурте телефон хунарĕсене çутатса саламларĕç.
Асăннă мероприятире ачасем вĕренÿре çеç мар, спорт çитĕнĕвĕсемпе, культура ăсталăхĕпе маттур пулнине палăртрĕç.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Телейлĕ ачалăх çулталăкне Телей кунĕнче уçни ырă пулăм пулнине пĕлтерчĕ, çавна май ачалăхпа çыхăннă мĕнпур мероприятисене пурнăçа кĕртессипе тĕллевлĕн ĕçлемеллине палăртрĕ. Сăмах май кăçал вĕсене 100 ытла ирттерме палăртнă.
«Чăваш Ен ачисем валли аталанмашкăн республикăра пĕтĕм условисем пур. Çамрăк ăрăва вĕрентÿ, спорт, культура енĕпе аталанмашкăн тата творчествăлла ÿсĕмсем тумашкăн малашлăхра татах та ытларах майсем туса парăпăр», - терĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.
Унтан уяв мероприятийĕ малалла тăсăлчĕ, çамрăк ăру хăйсен пултарулăхĕпе куракансене савăнтарчĕ. Палăртма кăмăллă: çак кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри муниципаллă округсен пуçлăхĕсене торжествăлла майпа шкул автобусĕсен уççисене пачĕ. Вĕсен шутĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев республика Пуçлăхĕнчен шкул автобусĕн уççине тивĕçрĕ. Пирĕн Вăрмар тăрăхĕ вара тепĕр çĕнĕ шкул автобусĕпе пуянланчĕ /ÿкерчĕк çинче\. Вăл Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисем валли пулĕ.
Зинаида ПАВЛОВА