Вăрмарти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Олег Александрович ВОЛКОВ: «Пинерти фельдшерпа акушер пунктĕнче хальхи вăхăтра официаллă майпа совместительство мелĕпе çур ставкăпа Çÿлти Кинчер ялĕнчи Ирина Васильевна Крылова фельдшер ĕçлет. Пинерти ФАПа туллли ставкăпа, тулли ĕç кунĕпе ĕçлекен специалистпа тивĕçтерес тĕллевпе райбольницăран Шупашкарти медицина колледжне çĕнĕ сотруднике виçĕ уйăхлăха вĕренме ятăмăр. Çавăнпа та малашне фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекен çĕнĕ специалист пулĕ».