Мартăн 31-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче хуравларĕ. 300 ытла ыйту пухăннă çак кун тĕлне çынсенчен. ТОП-10 ыйтусен йышне сĕт хакĕ йÿнелсе пынипе çыхăннисем кĕнĕ. Чылай çын çак ыйтăва панă ЧР Пуçлăхне. Ку енĕпе Хĕрлĕ Чутай округĕнчи пĕр хĕрарăмран видеоыйту эфира тухрĕ. Кашни ир патшалăха сĕт панине палăртрĕ вăл, анчах та юлашки кунсенче унăн хакĕ йÿнелсе пыни кăмăла хуçнине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех Вăрмар тăрăхĕнчи Чупай ялĕнче пурăнакан Венера Сергеева та, хăйĕн ĕçне самозанятый пек йĕркеленĕскер, хуçалăхĕнче 3 ĕне тытаканскер, сĕт хакĕ чакса кайнипе çыхăннă ытйу панă пулнă Чăваш Ен Пуçлăхне.

Олег Николаев сĕт хакĕпе çыхăннă ыйту чи çивĕччисенчен пĕри пулнине палăртрĕ, тĕпрен илсен Шупашкарти сĕт-çу завочĕ хупăннине пула вăл йÿнелсе кайнине пĕлтерчĕ. Чăваш Енре те, ытти регионсенче те сĕт нумай. Сĕте курттăмăн туянакансем сĕт нумай пулнине кура унăн хакне чакараççĕ. Анчах та ĕне тытакансене патшалăх енчен пулăшас тĕллевпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнатпăр.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика