OLbvOdMneBUВăрмар муниципаллă округĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсен шкул хаçачĕсем каллех çитĕнĕвĕсемпе тĕлĕнтереççĕ. Вĕсем шкул хаçачĕсен регионсем хушшинчи «Школа-пресс-2023» творчествăлла конкурсра черетлĕ хут палăрнă.

«Ялти шкулăн чи лайăх хаçачĕ» номинацире Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тухакан «Голос школы» хаçат /руководителĕ Е.И.Ларионова/ 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тухакан «Перекресток» хаçат /руководителĕсем А.П.Григорьевăпа Г.В.Алексеева/ 3-мĕш вырăна йышăннă.

Кăçал конкурса çĕршывăн вун-вун регионĕн­чи çамрăк журналистсем йышлăн хутшăннă. Унăн финалĕ Çĕнĕ Шупашкар хулинче Ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн аталанăвĕн цент­рĕн­че иртнĕ. Чыслав церемонине ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Степанов, ЧР Пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Борис Краснов, ЧР Патшалăх Канашĕн председате­лĕн заместителĕ Ольга Петрова, Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Пулатов хутшăннă. Вĕсем çĕнтерÿçĕсемпе призерсене наградăланă, çавăн пекех ачасемпе мастер-классем ирттернĕ.

«Голос школы» тата «Перекресток» хаçатсен юнкорĕсене мероприятинче питĕ килĕшнĕ. Вĕсем Дипломсене кăна мар, хăйсен редакци­йĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен телесюжет ÿкерме Чă­ваш наци телерадиокомпанийĕн сертификачĕсене те тивĕçнĕ.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика