sletКĕлкешри шкулта вĕренме çав тери инте­реслĕ тесе шутлатăп эпĕ. Уроксемсĕр пуçне кунта интереслĕ мероприятисем иртеççĕ. Тата эпир хастар учительсемпе пĕрле нумай çĕре çитсе куратпăр, интереслĕ çынсемпе паллашатпăр, тавракурăма ÿстеретпĕр. Çак кунсенче, акă, эпир Шупашкара çамрăк корреспондентсен слетне кайса килтĕмĕр. Ара, шкулти музей çумĕн­чи «Тăван ен» пĕрлешÿре нумай енлĕ ĕçлетпĕр те. Пирĕн руководительпе Светлана Васильевна Романовăпа калавсем, юмахсем, сăвăсем, эссесем тата юратнă «Тантăш» хаçат валли заметкăсем час-часах çыратпăр, ÿкерчĕксем тăватпăр. Çапла вара эпĕ слета кайма тивĕçлĕ пултăм. Светлана Васильевнăпа хаваспах Шупашкара Пичет çуртне вĕçтертĕмĕр. «Хыпар» издательство çурчĕн ĕçченĕсем пире хапăл туса кĕтсе илчĕç, «Тантăш» хаçатпа туслă пулнишĕн чĕререн тав турĕç. Вĕсем редакцинчех пурăнаççĕ тейĕн. Пĕтĕм чунне парса ĕçлени, чăваш чĕлхипе культурине хисеплени, çитĕнекен ăрупа туслă пулни палăратех. Çав тери интереслĕ иртрĕ слет!

Мероприяти чи малтанах Шупашкар шкулĕн­чи пĕчĕк шăпăрлансем «Тантăш», «Тантăш», пул ялан!» юрра илĕртÿллĕ шăрантарнипе пуçланчĕ. Тĕрлĕ çĕртен килнĕ çамрăк артистсем нумай юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Шаман юрăçăн «Встанем!» патриотла юррине Милана Кузьмина чуна тивмелле шăрантарни вара пурне те ура çине тăратрĕ, куçсене чылай шывлантарчĕ.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Степанов, «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Лена Атаманова, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУри журналистика кафедрин заведующийĕ Анатолий Данилов профессор ачасем умĕнче ырă сăмахсем тухса калани çав тери вырăнлă пулчĕ.

Мана çак слетра интереслĕ мастер-классем ирттерни питĕ кăмăла кайрĕ. Кашни ачанах 2-3 çĕре те кайма май килчĕ. Чи малтанах эпĕ чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене уçса паракан тата бисертан тĕрлĕрен изделисем тума вĕрентекен ĕçе кÿлĕнтĕм. Çак ĕçе Йĕпреç ра­йонĕнчи ăстаçă Дина Трякова ертсе пычĕ. Çав тери маçтăр вĕт-ха вăл! Мĕн тери капăр, чăваш эрешĕллĕ тумтир тăхăннă вăл, ытармалла мар изделисем курма илсе килнĕ! Эпир вара унпа пĕрле хаваспах хамăра валли пÿрне çине тăхăнтармалли çĕрĕ турăмăр.

Эстрада юрăçисемпе Типшĕм Сашукпа тата хамăр ентешĕмĕрпе Дмитрий Моисеевпа, хамăр ентешĕмĕрпе, курса калаçни те чылайччен асăмра юлĕ. Хăйсем «Тантăш» хаçата тата чăваш культурине мĕнле юратнине тата эстрада вăрттăнлăхĕсем çинчен нумай каласа савăнтарчĕç пире.

Чи кăсăкли вара маншăн Юлия Адюкова ача-пăча редакторĕ ертсе пыракан мас­тер-класс пулчĕ. Вăл хăйĕн ĕçтешĕпе - операторпа телевидени вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ, чăвашла тĕрĕс калаçма тата интереслĕ репортаж тума вĕрентрĕ. Эпĕ хам та телепередача валли интервьюра хутшăнса куртăм. Шутсăр килĕшрĕ мана. Çапла эпĕ слетра иккĕмĕш хут пулса куртăм, татах та çÿрес килет малашне те. «Тантăш» хаçатпа туслă пурăнса çĕнĕрен те çĕнĕ материалсем çырас, тавракурăма ÿстерес килет.

Ман шутпа, журналист ĕçĕ питĕ йывăр пулсан та çав тери интереслĕ. Тавтапуç пурне те çакăн пек пире, ачасене, савăнтарнăшăн, аталантарнăшăн! Çапла вара тата лайăхрах вĕренес, тĕпчес, çырас килсе тăрать.

Марина КУЗЬМИНА, Кĕлкешри тĕп шкулта 7-мĕш класра вĕренекен

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика