Пинерти территори пайĕн начальникĕ Мираида Васильевна СИМОНОВА:
«Пинер ялĕнче 2019 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. 2022 çултанпа ял халăхĕ медицина ĕçченĕсĕр.
Ĕçлеме пуçласанах ФАПра ĕçлекен специалист кирлĕ пирки Вăрмарти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕпе çыхăнтăм, анчах та татăклă хурав илтеймерĕм. Кунта ĕçлеме пултаракан çынна хамăрăн вăйпа шырарăмăр, малтан ĕçленисене çур ставкăпа та пулин ĕçлеме ÿкĕтлерĕмĕр, анчах та кăмăл тăвакансене тупаймарăмăр. Çавăнпа та Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев патне видеоыйту çыртарса ятăмăр. Вăрмарти тĕп больница тухтăрĕнчен Олег Волковран та çулталăк хушшинче ку енĕпе мĕнле йышăнусем туни пирки каллех ыйтрăмăр. Олег Александрович каланă тăрăх, паянхи кун тĕлне Пинерти ФАПра çур ставкăпа Çÿлти Кинчер ялĕнчи Ирина Васильевна Крылова шутланса тăрать. Çак вăхăтрах райбольница пĕр медицина ĕçченне квалификаци ÿстерме курссене вĕренме ярать. Тĕп больницăри кадрсен пайĕнчи Валентина Юрьевна Авакова пĕлтернĕ тăрăх, курссем кăçал апрелĕн 11-мĕшĕнче пуçланнă. Медицина ĕçченĕ курссем хыççăн пирĕн ялти ФАПра ĕçлеме пуçласса шанса тăратпăр».