ЧР Пуçлăхĕпе иртнĕ «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче Хĕр­лĕçыр ялĕнче пурăнакан Надежда Михайловна Федотова тата Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче пурăнакан Владимир Григорьевич Кондратьев, Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Вăрмар районĕнчи представителĕ, республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ВКонтакте социаллă сетьри страницинче хăйсен ыйтăвĕсене çырнă.

Надежда Михайловна Федотовăна икĕ ыйту хумхантарать: пĕрремĕшĕ — Хĕрлĕçыр ялĕнчи Николаев урамĕнчи çул мĕнле лару-тăрура пулни, иккĕмĕшĕ — Хĕрлĕçыр ялĕнче культура çурчĕ тăвасси.

Хĕрлĕçыр ялĕнчи Николаев урамĕнчи 2020 çулта юсанă çул начар пулни çинчен ыйту панă хыççăнах эпир халăха унти чăн ĕç-пуçпа паллаштарас тĕллевпе вырăна тухса кайрăмăр. Николаев урамĕпе пуçламăшĕнчен вĕçне çитичченех çăмăл автомашинăпа та чупса, çурран та утса тухрăмăр, сăн­ÿкерчĕксем турăмăр, видео ÿкертĕмĕр. Мĕн каламалла, çак урамри çул тивĕçтерекен лару-тăрура, унта автотранспортпа кĕрсе тухма нимĕнле чăрмав та çук. Сăнÿкерчĕксемпе тата видеопа Тикашри территори пайĕн ВКонтакте, Одноклассники социаллă сетьсенчи страницисенче, çавăн пекех пирĕн телеграм-каналта паллашма пулать.

Ку çеç мар, ыйтăва тĕплĕнрех тишкерес тата тат­са парас тĕллевпе вырăнта ятарлă комисси те ĕçленĕ. Комисси шутĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн строительствăпа территорисен аталанăвĕн Управленийĕн строительство тата çул-йĕр хуçалăхĕн пайĕн начальникĕ Владислав Анисимов, «Партнер» тулли мар яваплă обществăн производствăпа техника пайĕн инженерĕ Николай Князев тата эпĕ, Тикашри территори па­йĕн начальникĕ Валерий Нарсов, пулнă.

Çул мĕнле лару-тăрура пулнине тĕпченĕ хыççăн комисси çапла палăртнă: уйрăм хушма хуçалăхсем шыв тата газ пăрăхĕсем кĕртнĕ чухне çĕр ĕçĕсем пурнăçланă, ăна кура çул та кăштах сиенленнĕ. Çавна май комисси кăçалхи июнь уйăхĕнче çак çул çинчи начартарах лаптăксене юсамалла тесе палăртнă.

Надежда Михайловнан тепĕр ыйтăвĕ культура çурчĕ тăвассипе çыхăннă. Пĕлтеретпĕр: кăçал Хĕр­лĕçыр ялĕнче пуçарулăх бюджечĕн программипе 2 709 000, 00 тенкĕлĕх модульлĕ çĕнĕ клуб тума планланă. Анчах та ĕçе хăвăртрах пурнăçлама халахăн та хутшăнмалла, çавăнпа Хĕрлĕçыр ялĕнче пурăнакансене, уйрăм çын предпринимательсене, хресчен-фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсене тата ыттисене те çак ĕçе активлăрах хутшăнма чĕнсе калатпăр.

Тата тепĕр ыйтăвĕ Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче пурăнакан Владимир Кондратьевран пулнă. Ăна Çĕнĕ Вĕренерти культура çурчĕн шăпи пăшăрхантарать. Владимир Григорьевич культура çуртне юсама май килмест-ши тесе ыйтать. Чăн та, клуб юрăхсăр лару-тăрура. Çавна кура юсав ĕçĕсем ирттерме проектпа смета докуменчĕсем хатĕрлемелле тесе йышăну пулчĕ. Енчен те юсанипе çеç çырлахасси пулмасан, модульлĕ çĕнĕ клуб тăвас ыйтăва çĕклĕпĕр.

Надежда Михайловна Федотова та, Владимир Григорьевич Кондратьев та хăйсен ыйтăвĕсене çапла хăвăрт пăхса тухнăшăн, халăхăн пăшăрханăвĕ çине куç хупманшăн яваплă çынсене тав турĕç, палăртнă ыйтусене кĕске вăхăтра татса парасса шаннине каларĕç.

Валерий НАРСОВ, Тикашри территори пайĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика