subПоселока тирпей-илем кĕртесси кунран-кун вăй илсе пычĕ. Çынсем тăван тăрăха тасалăхпа илемлĕх кÿрес ырă ĕçе активлă хутшăнаççĕ. Территорисене ăпăр-тапăртан тасатассине ĕç коллективĕсем, шкулта вĕренекенсемпе ĕçлекенсем, уйрăм кил-çуртсемпе нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем — пурте активлă хутшăнаççĕ.

Вăрмар муниципаллă округĕн администраци­йĕн ĕçченĕсем те çурхи субботнике тухрĕç иртнĕ кунсенче. Алла ĕç хатĕрĕсем тытса кашниех администраци çурчĕ çывăхĕнчи территорие йĕркене кĕрт­рĕç, пĕлтĕрхи хыт-хурана, çулçăсене, хĕл каçа пухăннă ăпăр-тапăра пуçтарчĕç.

Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, пурин те таса урамсемпе утас, тирпейлĕ ача-пăча лапамĕсемпе скверсенче канас, илемлĕ чечек клумбисемпе киленес килет. Тирпейсĕрлĕх вара кăмăла хуçать. Çавăнпа та пурин те пĕр-пĕрне хисеплесчĕ, хамăртан кăна килекен йĕркене пăхăнасчĕ!

Сăнÿкерчĕкпе тексчĕ Надежда ШИШКИНАН

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика