knica«Кĕнекене юратăр: вăл пурнăçа çăмăллатать, арпашăннă шухăшсене, туйăм­сене, пулăмсене çывăх тус евĕр йĕркелеме пулăшать, ыттисене тата хамăра хисеплеме вĕрентет, ăс-тăнра та, чун-чĕрере те тĕнчене тата çынсене килĕш­терме хистекен туйăм çуратать», — тенĕ Максим Горький çыравçă.

Кашниех пĕлет — кĕнекепе туслă çын анлă тавракурăмлă та çивĕч ăс-тăнлă, вăл шухăшне те илемлĕн уçса пама пултарать, унăн чун вĕçевĕ аталанать. Анчах та юлашки вăхăтра кĕнеке интересĕ самаях чакрĕ. Хальхи ачасем компьютер вăййисемпе тата смартфонсемпе ытларах та ытларах интерес­ленеççĕ, кĕнекесене аяккарах хăвараççĕ. Сĕтел çÿллĕш те ÿсеймен шăпăрлан паян алла кĕнеке тытас вырăнне компьютер умне чупать. Ача садне çÿрекенскер те ăна ăçтан пусса ямаллине пĕлет. Кĕнекесем, ăслă та ырă туссем, пире тĕлĕнмелле те илемлĕ тĕнчене илсе кĕреççĕ – çĕрпе космос çинчен, çынсен пурнăçĕ çинчен каласа параççĕ, çутçанталăк тĕн­чипе паллаштараççĕ. Кĕнекесем пулăшнипе эпир интереслĕ çулçÿревсем тума пултаратпăр, сăвăсемпе, юмахсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшĕсемпе паллашатпăр.

Кĕнекесене юратма тата упрама вĕрентес, ачасен ăнлануллă интересне аталантарас тĕллевпе Карăкçырми ялĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕнче кĕнекесем çинчен тематикăллă эрне иртрĕ. Ачасемпе пĕрле эпир «Манăн юратнă кĕнеке» курав хатĕрлерĕмĕр. Тĕрлĕ юмахсем тăрăх вăйă-викторина йĕр­келерĕмĕр. «Машăпа упа», «Мулкач çурчĕ» юмахсем тăрăх театрализациленĕ спектакле хутшăнни ачасене питĕ килĕшрĕ. «Кĕнеке сиплевçи» мастерской йĕркелесе кĕнеке хуплашкисене йĕркене кĕртрĕмĕр, кĕнекене тирпейлĕ тытмалли çинчен каласа патăмăр. Яланхи пекех, кирек мĕнле мероприяти те ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ĕçлемесĕр иртмест. Ашшĕ-амăшĕсем валли «Ачана кĕнекесене юратма мĕнле вĕрентмелле», «Ачасене мĕншĕн юмахсем кирлĕ» темăсемпе сĕнÿсем хатĕрлерĕмĕр. Ача-пăча кĕнеке эрни интереслĕ иртсе кайрĕ.

Ача садĕнче çеç мар, килте те, çемьере ачасене кĕнекене юратма вĕрентмелле. Лайăх кĕнеке — воспитатель те, учитель те, тус та. Ахальтен мар ĕнтĕ аслă çынсем яланах вулама чĕнсе каланă.

Надежда АЛЕКСАНДРОВА, Ирина ЛЬВОВА, воспитательсем

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика