Мăнкун — православи тĕнне ĕненекенсен чи аслă уявĕ. Ăна Иисус Христос вилĕмĕпе вилĕме çĕнтернине асра тытса паллă тăваççĕ. Кăçал Мăнкуна апрелĕн 16-мĕшĕнче уявлаççĕ.
Турра ĕненекенсем Мăнкуна кĕтсе илме чылай маларах хатĕрленме пуçлаççĕ, типĕ тытаççĕ, кил-çурта тасатса тирпейлеççĕ. Мăнкун умĕнхи Асап эрнинче Çăлаканăмăрăн çĕр çинчи юлашки кунĕсене аса илсе иртекен службăсенче пулаççĕ. Христиансемшĕн çак эрне питĕ пĕлтерĕшлĕ шутланать. Тунтикунтан пуçласа юнкунччен Матвей, Марк, Лука, Иоанн евангелистсем Иисус Христос çинчен çырнă Евангелисене вулаççĕ. Таса кĕçнерникун — Христос вĕренекенĕсемпе юлашки хут апат тунă каçа аса илеççĕ. Чиркÿри урай варрине хĕрес илсе тухаççĕ, 12 Евангели вулаççĕ. Эрнекун — Христоса пăталаса вĕлернĕ кун /Сочельник\. Чиркÿ варрине ăна тупăка хунине хисеплесе Плащаница илсе тухаççĕ. Вăл унта çапла виçĕ кун ларать. Шăматкун Христос тамăка анса вилĕме çĕнтернине аса илеççĕ.
Ĕненекенсем Мăнкун умĕнхи каç куç хупмаççĕ, чиркÿри службăна хутшăнаççĕ. Çурçĕр çитиччен маларах çурçĕр кĕлли вулаççĕ. Ун чухне Плащаницăна Алтаре илсе кĕреççĕ, престол çине хураççĕ. Вăл унта 40 кун хушши, Христос пĕлĕт çине хăпарнă кунччен /Вознесение/, пулать.
Çурçĕр умĕн чан сасси — благовест — Христосăн Çутă Чĕрĕлĕвĕ çывхарнине пĕлтерсе янăрать. Çурçĕр çитсен вара «Христос чĕрĕлнине куртăмăр...» тесе юрласа пĕтĕм халăх çуртасем çутса чиркÿ тавра Хĕреслĕ çулпа утса çаврăнать. Унтан чиркĕве кĕрсе канонсем, стихирĕсем, Мăнкун юррисем юрлаççĕ. Аслă Мăнкун пуçланать. Чиркĕве илсе килнĕ хĕретнĕ çăмартана, куличсене, ытти кучченеçе çветтит тăваççĕ. Пурте пĕр-пĕрне пысăк уяв ячĕпе саламлаççĕ.
Мăнкун эрнинче чиркÿсенче кашни кунах службăсем пулаççĕ. Ун чухне Патша алăкĕ /Царские Врата/ уçă тăрать. Çакă Иисус Христос çынсем валли Çÿлти патшалăх алăкĕсене яланлăхах уçнине пĕлтерет. Мăнкун праçникĕ — чи нумая тăсăлаканни, Турра ĕненекенсем 40 кун хушши пĕр-пĕрне «Христос чĕрĕлнĕ!» — «Чăн-чăнах та чĕрĕлнĕ!» тесе калаççĕ.
Мăнкун ячĕпе районти кашни чиркÿрех уяв службисем иртеççĕ. Православи тĕнне ĕненекенсене унта хутшăнма чĕнетпĕр. Савăнăç, ырăлăх, тĕрĕслĕх праçникне — Çăлаканăмăр чĕрĕлсе тăнине — пĕр чăмăра пухăнса тулли кăмăлпа кĕтсе илер.
Иерей Евгений Филиппов, Çĕнтерÿçĕ Георгий ячĕллĕ Тикашри тата Çветтуй Петрпа Павел апостолсен ячĕллĕ Шăхаль ялĕнчи чиркÿсен настоятелĕ