Юнкун Вăрмар муниципаллă округĕнче черетлĕ хут Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.
Хальхинче унта çак темăсене хускатрĕç: чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитни; республикăра самозанятăй пек регистрациленсе хăйсен хушма хуçалăхне тытса пыракансене кÿрекен пулăшусем, сĕт хакĕ; пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи ыйтусем; халăха çутçанталăк газĕпе хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса тивĕçтересси. Çавăн пекех çынсене харпăр хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăннă.
Информушкăн членĕсемшĕн ĕç кунĕ ир-ирех пуçланчĕ. ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Владимир Максимов тата Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев Шутнерпуçĕнче тата Энтриялĕнче пурăнакансемпе тĕл пулса сĕт хакĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Кунти халăхран сĕте 1 литршăн 16 тенкĕпе пуçтараççĕ. Калаçу вăхăтĕнче яваплă çынсем хăйсен хушма хуçалăхне тытакан самозанятăйсем, çав шутра ĕне выльăх усракансем те, патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курма пултарнине каларĕç, самозанятăй пек регистрациленме мĕнле утăмсем тумаллине ăнлантарчĕç.
Унтан вĕсем Вăрмар поселокĕнчи культурăпа кану паркĕнче вырнаçнă ача-пăча площадкинчи лару-тăрупа паллашрĕç, площадкăна та, ун çумĕнчи территорине те йĕркене кĕртес ыйтăва пăхса тухрĕç.
Вăрмар поселокĕнчи Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкула та çитсе курчĕç. Кунта тĕп юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Информаци кунĕн тĕп темисене Кавал территори пайĕнче пурăнакансемпе тĕл пулса сÿтсе яврĕç.
Информаци кунне хутшăнакан тепĕр ушкăнĕ — Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕн — строительствăпа территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Татьяна Матвеева, культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов Кĕтеснер ял тăрăхĕнче ĕçлерĕç.
Кĕтеснерсемшĕн те сĕт хакĕн ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Яваплă çынсем çак ыйтăва республика шайĕнче контроле илнине пĕлтерчĕç, çитес вăхăтсенче лару-тăру ырă еннелле улшăнма пултарнине каларĕç. Унсăр пуçне шыв ыйтăвне те сÿтсе яврĕç.
Пухăннисем унчченхи çулсенче яла кулленех участокри врач килсе çÿренине, халĕ ку йĕрке манăçа тухнине, ватăсене районти тĕп больницăна илсе çÿреме йывăртарах пулнине каларĕç, эрнере пĕр хутчен те пулин яла врач килсе кайсан аван пулĕччĕ терĕç. Хуçасăр йытăсем те çынсене сехĕрлентереççĕ. Информушкăн членĕсем палăртнă тăрăх, çитес вăхăтра хуçасăр йытăсене тискер чĕрчунсем пек йышăнмалли саккуна вăя кĕртме пултарĕç, вара çак ыйтăва татса пама çăмăлрах пулĕ.
Надежда ШИШКИНА, Ирина ДАНИЛОВА