mТелейлĕ ачалăх çулталăкĕнче Чăваш Республикинче «МедиаВзлет» ятпа ачасемпе çамрăксен медиапроекчĕсен регионсен хушшинчи пĕрремĕш фестивалĕ иртнĕ.

Ăна йĕркелекенĕ — ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви. Фестиваль тĕллевĕ — ачасемпе çамрăксен журналистикинче чи пултаруллисене тупса палăртасси, çамрăк корреспондентсемпе блогерсене пĕрлештересси, вĕсен пĕ­лĕв­не анлăлатасси.

Ачасемпе çамрăксен проекчĕсен тупăшăвне 9-17 çулхи яш-кĕрĕм /Чă­ваш тата Крым республикисенчен, Чулхула, Оренбург, Самара, Тюмень, Чĕмпĕр облаçĕсенчен тата ытти регионсенчен\ массăллă информаци хатĕрĕсенче, Интернетра, социаллă сетьсенче тухнă, чăвашла е вырăсла хатĕрленĕ хăйсен ĕçĕсемпе хутшăннă. Пурĕ 500 ытла заявка пулнă.

Çак кунсенче «МедиаВзлет» фестивалĕн çĕнтерÿçисен ячĕсене палăртнă. Вĕсене чыслассипе Шупаш­кар хулинче, талантлă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче, торжествăлла мероприяти иртнĕ. Пухăннисен умĕнче саламлă сăмахсемпе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен председателĕ Анатолий Аксаков, ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Степанов тата ыттисем те тухса калаçнă. Мероприятинче ачасем журналистикăра ĕçлекен паллă çынсен, экспертсен мастер-класĕсене хутшăннă, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем хатĕрленĕ тематикăллă площадкăсенче редакцисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, журналистсемпе калаçнă.

Çамрăк журналистсен ĕçĕсене çичĕ номинацире хакланă: «Чи лайăх пичет публикацийĕ», «Чи лайăх пичет изданийĕ», «Чи лайăх лонгрид», «Чи лайăх видеопроект», «Чи лайăх аудиопроект», «Социаллă сетьсенчи чи лайăх медиапроект», «Чи лайăх шкул медиацентрĕ». Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене кубоксемпе тата парнесемпе наградăланă.

Конкурсра мала тухнисен хушшинче пирĕн ентешсем те пур. М.Н.Юхма ячĕллĕ Çĕнĕ Кинчерти пĕ­тĕмĕш­ле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 5 класра вĕренекен Анастасия Васильева /ÿкерчĕк çинче\ «Чи ла­йăх лонгрид» номинацинче чăвашла çырнă материалпа çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Вăл чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Федоровна Красновăпа пĕрле Çÿлти Кинчер ялĕнче çуралнă, Афганистанра çар тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă Рудольф Петров интернационалист-салтак çинчен материал хатĕр­ленĕ.

Çавăн пекех Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9 класра вĕренекен Маргарита Зобова та Чăваш Респуб­ликинчи ачасен прависемпе ĕçлекен Уполномоченнăй çумĕнчи Ачасен обществăлла Канашĕн ушкăнĕ йышăнче «Социаллă сетьсенчи чи лайăх медиапроект» номинацинче 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика