Oy3QVLtiEnsИртнĕ канмалли кунсенче Шупашкар хулинче А.И.Трофимов ячĕллĕ олимп резервĕн 10 номерлĕ спорт шкулĕнче самбо енĕпе кĕрешсе мала тухассишĕн уçă ăмăртусем ирт­рĕç. «Спорт — пурнăç норми» федераллă проект шайĕнче йĕркеленĕ мероприятине самбо енĕпе Раççей тата Чăваш Ен тава тивĕçлĕ тренерне, Раççей физкультурăн отличникне, СССР спорт мастерне А.Б. Рыбакова асăнса ирттернĕ.

Пухăннисен умĕнче саламлă сăмахпа ЧР физкультурăпа спорт министрĕ В.Петров тухса калаçрĕ, самбо кăмăла çирĕплетнине, вăйлă, сывлăхлă пулма пулăшнине палăртрĕ, спортсменсене çĕнтерÿ патне ăнтăлма сунчĕ.

Ăмăртусене Шупашкар хулин, Етĕрне, Вăрмар, Шупашкар, Тăвай, Çĕрпÿ муниципаллă округĕсен представителĕсем — 2010-2011 çулсенче çуралнă 80 ытла çамрăк самбист хутшăнчĕç. Вăрмар самбисчĕсен пултарулăхĕ пирки хаçат вулакансем аван пĕлеççĕ, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллашсах тăраççĕ. Хальхинче те пирĕн спортсменсем малти вырăнсене алăран вĕçертмерĕç. Кĕлетке йывăрăшне кура хăйсен категорийĕсенче Карина Андреева тата Аня Ерукова 1-мĕш вырăнсене йышăнчĕç, Ксения Яковлева тата Софья Стручкова 2-мĕш пулчĕç, Дима Максимов тата Даниил Матросов 3-мĕш вырăнсене тухрĕç. Маттур! Мухтанатпăр вĕсемпе! Малашне те пире хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарасса шанатпăр.

Лев УЛИВАНОВ, Иван НИКИТИН, тренерсем

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика