ak

Аслă ÿсĕмри çынсен ĕмĕрĕ вăрăм та активлă ирттĕр тесе, сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе вĕсене физкультурăпа спорта явăçтарма тата ГТО комплексне сарма Ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт çуртĕнче тата «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче пенсионерсем хушшинче шывра ишессипе, сĕтел çинчи теннис, дартс вăййисемпе тата «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлассипе «Демографи» наци проекчĕн «Аслă ăру» проекчĕпе килĕшÿллĕн «Активлă вăрăм ĕмĕр» /«Активное долголетие»\ фестиваль ирт­рĕ. Фестивале 60 çулти тата 60 çултан аслăрах арçынсене, 55 çулти тата 55 çултан аслăрах хĕрарăмсене хутшăнма ирĕк панă. Ăмăртусене Чупай, Кавал, Кивĕ Вăрмар, Пинер ялĕсенчи тата Вăрмар поселокĕнчи аслă ÿсĕмри çынсем хутшăнчĕç.

Мероприятие хутшăнакансене Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Раççей пенсионерĕсен Сою­зĕн Вăрмарти уйрăмĕн председателĕ Галина Алексеева, вăрçăпа ĕç ветеранĕсен Канашĕн Вăрмарти уйрăмĕн председателĕ Людмила Голубева, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов, Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Сергей Архипов саламларĕç, спорт сывлăха çирĕп­летнине кăна мар, пĕр-пĕринпе хутшăнма, туслăха çирĕп­летме, пĕр-пĕрне ăнланма пулăшаканĕ те пулнине палăртрĕç. Вĕсем фес­тивале хутшăнакансене пурне те спортпа туслă пулнăшăн, сывă пурнăç йĕркине пропагандăланăшăн тав турĕç, малашнехи пурнăçра ăнăçу сунчĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе, дипломсемпе чысларĕç. ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе хĕ­рарăмсем хушшинче Людмила Голу­бева – пĕрремĕш, Нина Семенова иккĕмĕш, Галина Алексеева виççĕмĕш, арçынсем хушшинче Геннадий Андреев — пĕрремĕш, Виталий Федоров – иккĕмĕш, Александр Тимофеев – виççĕмĕш пулчĕç. Сĕтел çинчи теннисла выляса Людмила Голубева — пĕрремĕш, Ираида Огурцова – иккĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç, арçынсем хушшинче Владимир Евгеньева çитекенни пулмарĕ, иккĕмĕш Михаил Филиппов, виççĕмĕш Виталий Федоров пулчĕç.

Шывра ишессипе хĕрарăмсем хушшинче Светлана Егорова пĕрремĕш, Людмила Голубева иккĕмĕш, Зоя Маркова виççĕмĕш, арçынсем хушшинче Олег Иванов пĕрремĕш, Юрий Харитонов иккĕмĕш, Александр Тимофеев виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Дартс вăййипе хĕрарăмсем хушшинче пĕр­ремĕш вырăна Мираида Симонова, иккĕмĕш вырăна Ираида Огурцова, виççĕмĕш вырăна Зоя Маркова йышăнчĕç. Арçынсем хушшинче дартс вăй­йипе ăмăртса Александр Тимофеев пĕрремĕш, Вячеслав Табаков иккĕмĕш, Геннадий Андреев виççĕмĕш пулчĕç.

Ирина Дмитриева, физкультура енĕпе ĕçлекен инструктор

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика