photo 2023 04 20 08 41 59

Манмаççĕ ялти çынсем Анатолий Тимофеев-Ыхра сăвăçа, унăн пултарулăхне. Вăл сăвăç та, прозаик те, ача-пăча çыравçи те, юморист та, литература критикĕ те пулнă.

1948 çулхи майăн 3-мĕшĕнче Ыхраçырми ялĕнче çуралса ÿснĕ вăл. Кăçал вăл çуралнăранпа 75 çул çитмеллеччĕ, анчах та унăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ, 2004 çулта пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса çĕре кĕчĕ. Анатолий Александровича асăнса хăй çуралса ÿснĕ килĕ умне асăну хăми вырнаçтарнă. Çак асăну хăмине, тавралăха кашни çулах пăхса, тирпейлесе тăраççĕ кÿршĕре пурăнакансем /ÿкерчĕк çинче\. Кăçал та çак вырăна питĕ тăрăшса тирпей-­илем кĕртрĕç, ÿссе кайнă кирлĕ мар йывăçсене касса, кăкласа, шăлса тасатса пуçтарчĕç. Нумай çул ÿсекен чечексене кăпкалатса типтерлерĕç. Кÿршĕри çамрăксемпе пĕрле тивĕçлĕ канури пенсионерсем те хаваспах тăрăшса ĕçлерĕç. Чи аслă çулти — 75 çултан иртнĕ Валентина Иванова – çамрăксемпе пĕр танах тăрăшрĕ. Ÿркенмеççĕ, нимĕнле ĕç­рен те хăрамаççĕ пирĕн ял çыннисем. Пурăнман хуçасăр килсем тĕлĕнче сапаланса выртакан хыт-хурана, кирлĕ мар вырăнсенче шăтса ÿсекен йывăçсене касса типтерлесе тасатрĕç. Чăнахах та, пирĕн ялăн çыннисем ырă ĕçсемпе ырă ята тивĕçлĕ çынсем.

Г.ЯКОВЛЕВА, Шăплатра пурăнакан пенсионер

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика