k

Килекен кашни куна зарядкăран пуçлани усăллă пулнине пурте эпир ачаран пĕлетпĕр. «Зарядка» сăмах хăйĕн пĕлтерĕшне хă­йех уçса парать — эпир кун ирттермелĕх энергипе тулатпăр.

«Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç норми» федераллă проекчĕ шайĕнче Вăрмарти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комплекслă центрăн çемьепе ачасене пулăшакан уйрăмĕнче савăнăçлă та усăллă мероприяти — «Хаваслă зарядка» — ирттертĕмĕр. Пирĕн воспитанниксем унта тулли кăмăлпа хутшăнчĕç, кунта ĕçлекен специалистсем те вĕсене ырă тĕс­лĕх кăтартса çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕç. Зарядка питĕ интереслĕ те хĕрÿ иртрĕ, ачасене питĕ килĕшрĕ. Вĕсем кун пек мероприятисем ытларах ирттерме сĕнчĕç.

Валентина ЛУКИНА, çемьепе ĕçлекен специалист

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика