55Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине, çавăн пекех Чăваш чĕлхи кунне паллă турĕç, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Ара Мишшин «Вăхăт тата шăпа» ятлă кĕнекине презентацилерĕç. Кунта шкул ачисем, учительсем, ял çыннисем пулчĕç. Залра И.Я. Яковлев ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа паракан кĕнекесен куравне йĕркеленĕ тата Ара Мишшин пултарулăхне халалласа стенд вырнаçтарнă.

Савăнăçлă пухăва кĕске сăмах каласа шкул директорĕ Альберт Ларионов уçрĕ. Малтанах кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем сцена çине тухрĕç. Вĕсем И.Я. Яковлев ачасем валли çырнă сăвăсене пăхмасăр каласа пачĕç. ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Маргарита Краснова И.Я. Яковлев кун-çулĕпе, çавăн пекех çĕнĕ кĕнекен авторĕн Ара Мишшин биографийĕпе пухăннисене тĕплĕн паллаштарчĕ, вĕсен пурнăçĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ самантсене илсе кăтартрĕ.

Михаил Николаевич хăйĕн сăмахĕнче И.Я. Яковлев шкулĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Унтан хăйĕн çĕнĕ кĕнекипе паллаштарчĕ. Ачасене тăван чĕлхене вырăс чĕлхипе пĕр тан вĕренме сĕнчĕ. Ялтан тухса кайсан та чăваш чĕлхине пĕлни кирлĕ пулма пултарнине хăйĕн пурнăçĕнчен илнĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Çак темăнах малалла ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ял библиотекин заведующийĕ Светлана Скворцова тăсрĕ. Вăл Иван Яковлев пуçласа янă шкул ĕçĕ пирĕн яла хăçан, мĕнле çитнине каласа пачĕ, ялти пĕрремĕш учителĕн Яков Гавриловăн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Çак учитель 1905 çулта çырăнса илнĕ Мускавра çулталăкне пĕрре тухса тăракан пысăк журнала курма ачасемшĕн кăсăклă пулчĕ.

Юлашкинчен Маргарита Вячеславовна пухăннисене пĕр пысăк сĕнÿ пачĕ — вăл ачасене, учительсене малашне шкулта эрнере пĕр кун пĕр-пĕринпе чăвашла кăна калаçма чĕнсе каларĕ, тепĕр майлă каласассăн – эрнери пĕр кунне Тăван чĕлхе кунĕ теме сĕнчĕ. Çак сĕнĕве пухăннисем алă çупсах йышăнчĕç.

Анатолий ИВАНОВ

Кĕтеснер ялĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика