reka

god schastlivogo detstvaВулакансен хушшинче район шайĕнче ирттернĕ «Над Арей-рекой — 2023» конкурса хутшăнакансене наградăлассипе Вăрмарти ача-пăча библиотекинче мероприяти пулчĕ. Конкурса Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă.

Конкурса кăмăл тăвакансем пурте хутшăнма пултарнă. Вĕсен Вăрмар муниципаллă округĕнчи çыравçăсемпе сăвăçсен хайлавĕсенчи сыпăксене вуласа видеосюжет хатĕрлемелле пулнă. Çавăн пекех литературăпа музыка композицийĕ е сценка та хатĕрлеме юранă.

Конкурсантсен ĕçĕсене 4 номинацинче хакланă: «Пĕччен вулакан», «Асра юлмалла вулакан», «Литературăпа музыка композицийĕ», «Хăв çырнă произведени». Шкул çулне çитмен ачасен, шкул ачисен, аслă ÿсĕмрисен пултарулăхне уйрăммăн палăртнă. Пурĕ конкурса 27 çын хутшăннă, вĕсем 30 видеоĕç хатĕрленĕ.

Мероприятинче Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Виктор Павлов пулчĕ. Вăл вуламан çын малалла аталанаймасть, кĕнеке вулани кăна çынна тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшать тесе палăртрĕ. Çавăн пекех пухăннисен умĕн­че Вăрмар муниципаллă округĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов сăмах илчĕ. Вăл конкурса хутшăнакансемпе ăна йĕркелекенсене саламларĕ, кашнине хăйĕн вăйне яланах ĕненсе пултарулăх ани çинче çитĕнÿсем тума, тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу сунчĕ.

Конкурса Чăваш Ен писателĕсен Союзĕн членĕ — Татьяна Дорофеева-Миро сăвăç, Вăрмарти тĕп библиотека, Вăрмар муниципаллă округĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕ тăрăшнипе йĕркелесе ирттерме май килнĕ.

Наталья БОРИСОВА, библиотекăсен централизациленĕ тытăмĕн заведующийĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика