Хĕрлĕçыр ялĕнчи пулас çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ паянхи кун шанчăклă çивиттиллĕ, таçтан курăнса куçа илĕртет, тепĕр майлă каласан ял илемĕ. Республикăри пĕрлехи заказчикăн службин строительство контролĕн представителĕ А.Кладт, «Геолог» тулли мар яваплă общество директорĕ С.Елисеев, Вăрмарти тĕп больницăн хуçалăх заведующийĕ И.Законов кунта пурнăçлакан ĕç пахалăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. «Геолог» ТМЯО предприятийĕн строителĕсем чăннипех те тÿрĕ кăмăллă, вăр-вар тата пахалăхлă ĕçлеççĕ.
Хальхи йышши ФАПа «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Пирвайхи медицинăпа санитари пулăшăвне кÿресси» федераллă проекчĕпе килĕшÿллĕн хăпартса лартнă. Ĕçсене Канашри «Геолог» предприятин ĕçченĕсем – Чупай ял çамрăкĕсем пурнăçларĕç: Михаил Геннадьевич Михайлов, Иван Александрович Петров, Димитрий Сергеевич Иванов. Виççĕнех ĕçлерĕç, никĕсрен пуçласа çивитти таранах. Тул енчен ФАПăн стенисене сарă тĕслĕ тимĕр профнастилпа çапнă, тăррине те йăлтах витнĕ. Урамранах хаваслă юрă-кĕвĕ янăраттарса кал-кал ĕçлерĕç рабочисем. Кашни кунах ял çыннисем, тĕрлĕ представительсем кăсăкланса килсех тăраççĕ вĕсен ĕçне сăнама, хак пама. Ял çыннисем, паллах, вăл часрах ĕçлесе каясса кĕтеççĕ, официаллă представительсем ĕçсем пахалăхлă пулччăр тесе тăрăшаççĕ. Графикпе килĕшÿллĕн объекта июнь уйăхĕнче туса пĕтермелле, июлĕн 1-мĕшĕнче вара ăна уçма палăртнă. Халĕ чÿрече лартмалли юлать, шалти ĕçсене пурнăçламалла. Çак тивĕçсене малалла «Геолог» тулли мар яваплă обществăн урăх рабочийĕсем пурнăçлĕç. Çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тавра çывăх вăхăтра тимĕр карта та тытмалла пулĕ.
Эвелина МИХАЙЛОВА