Людмила Федоровна Никифорова, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ: «Çак уяв пирĕншĕн те, пĕтĕм çĕршывшăн та чи хаклă та пĕлтерĕшлĕ уяв. Майăн 9-мĕшĕ пирĕншĕн ĕмĕрлĕхех хăюлăх, Тăван Çĕршыва юратни символĕ пулĕ. Пирĕн халăхăн паттăрлăхĕ палăксенче, кĕнекесенче, фильмсенче, хуласемпе урамсен ячĕсенче ĕмĕрлĕхех юлнă. Кашни çемьен хăйĕн историйĕ, вăрçă çинчен хăйĕн асаилĕвĕ тата Аслă Çĕнтерĕве хывнă хăйĕн тÿпи. Пирĕн Чупай ял тăрăхĕнчен тухнă вăрçă паттăрĕсем ĕмĕрлĕхех пирĕн асăмра юлĕç, эпир, вĕрентекенсем, вĕсен паттăрлăхĕ çинчен çамрăк ăрăва каласа паратпăр, Тăван çĕршыва хисеплеме, хÿтĕлеме вĕрентетпĕр».
Ирина Михайловна Алексеева, «Ингосстрах» компанийĕн Вăрмарти офисĕн пуçлăхĕ тата коллективĕ: «Эпир Çĕнтерÿ хакне пурте лайăх пĕлетпĕр, хамăрăн мăнаçлă патшалăхпа, Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ аттесен, асаттесемпе кукаçисен паттăрлăхĕпе мăнаçланатпăр, Çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса пуç хунисене ĕмĕр асра тытатпăр. Пĕрле эпир кирек епле йывăрлăха та парăнтарасса, Çĕнтерÿ пирĕн енче пуласса шансах тăратпăр. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене ĕмĕр-ĕмĕрех мухтав!»
«Водоканал тулли мар яваплă общестăн директорĕ Юрий Григорьевич Иванов, Кĕтеснер территори пайĕн пуçлăхĕ Олег Ларионович Николаев: «Историре çырăнса юлнă паттăрлăх обществăна пĕрлештерет, юратнă Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшма, тĕнче шайĕнче Раççей патшалăхĕн хăватне çирĕплетме тата ят-сумне çĕклеме хавхалантарать. Паян 78 çул каялла аслашшĕсемпе мăн аслашшĕсем пек Донбаса тата мирлĕ халăха нацистсенчен хÿтĕлекен Раççей салтакĕсене чун-чĕререн тав тăватпăр. Ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче паттăрлăхпа тата хăюлăхпа палăракан пирĕн ентеш салтаксемпе, офицерсемпе мухтанатпăр, вĕсене тылран май пур таран пулăшма тăрăшатпăр. Малашлăхра пурне те мирлĕ тÿпе, тăнăç пурнăç сунатпăр!»