Çак кунсенче эпир, Н.А.Афанасьев ячĕл­лĕ Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 6-9 классенче вĕренекенсем, пирĕн класс руководителĕсемпе С.В.Романовăпа /7 кл.\, И.М.Николаевăпа /8 кл.\, И.В.Вишневскаяпа /9 кл./, Е.Г.Максимовăпа /6 кл.\ пирĕн республикăн тĕп хулинче экскурсире пултăмăр.

Чи малтан Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче пултăмăр, унта пире питĕ килĕшрĕ. Пире валли профориентаци программи хатĕрленĕ, унсăр пуçне паллă спортсменсемпе, çав шутра пирĕн округран тухнисемпе те, паллашрăмăр. Çак вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ илнĕ чи пултаруллă студентсен стенчĕ çинче пирĕн шкул выпускникĕсем — Светлана Матвеева тата Татьяна Кузьмина — пулнишĕн питĕ савăнтăмăр. Сăмаха май, Татьяна — манăн аппа. Вĕсем Светланăпа яланах туслă пулнă, шкулта та, техникумра та чи ла­йăх паллăсемпе кăна вĕреннĕ, спортра та хастарлăх кăтартнă. Халĕ вĕсем аслă пĕлÿ те илнĕ, Тăван çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн вăй хураççĕ.

Техникум çурчĕ питĕ илемлĕ, унта пире валли экскурси ирттерчĕç, эпир вĕрентÿ кабинечĕсемпе паллашрăмăр. Çав вăхăтра шăпах та колледжсенчи чи ăслă студентсен хушшинче «Профессионалсем — 2023» ăмăрту пыратчĕ, волонтерсем те ĕçлетчĕç.

Экскурси хыççăн студентсемпе «Профессионалсем — 2023» ăмăртусен эксперчĕсем пире валли интереслĕ мастер-классем ирттерчĕç. Пире уйрăмах электросчетчиксемпе тата пралукпа ĕçлессипе ирттернĕ практикăлла заняти килĕшрĕ.

Малалла эпир В.И. Чапаев музейне çул тытрăмăр, хамăрăн паллă ентешĕмĕрĕн тата Граждан вăрçи вăхăтĕнчи легендарлă дивизи командирĕн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр.

Музей хыççăн «Праведник» кинофильм курма кăмăл турăмăр, ăна курнă май нумайăшĕн куçĕсем шывланчĕç. Çак фильм фашистла Германи совет халăхĕпе еврейсене хирĕç пуçарнă геноцида сăнлать, никамăн чун-чĕрине те хускатмасăр хăвармасть. Ăна пурне те курма сĕнес килет.

Экскурси питĕ интереслĕ пулчĕ, хăв куçпа хăв курнинчен лайăххи нимĕн те çук. Пире мирлĕ тÿпе тата телейлĕ ачалăх парнеленĕ паттăрсене яланах асра тымалла.

Марина КУЗЬМИНА, 7 класра вĕренекен

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика