IMG 5375Çак кунсенче, кăçалхипе 20-мĕш хут ĕнтĕ, пирĕн ентешĕн, Раççей спорт мастерĕн Светлана Владимировна Захарован парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе ăмăртусем иртрĕç. Унта шкул ачисемпе тĕрлĕ çулсенчи спортсменсем, çăмăл атлетикăна кăмăллакансем хутшăнчĕç.

Ăмăрту Энĕшпуç ялĕнче иртрĕ. Ăна Аслă Çĕнтерĕве 78 çул, Раççей пушар хуралĕ пулса кайнăранпа 374 çул, Вăрмар районĕнчи пушар хуралĕ пулса кайнăранпа 64 çул çитнине халалларĕç.

Мероприятин торжествăлла пайне Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Виктор Павлов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ Василий Нягин, Энĕшпуçĕнчи территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Иванов тата ыттисем те хутшăнчĕç, спортсменсене ăнăçу сунчĕç.

Мероприяти шайĕнче спортра хастар çамрăксене — Николай Никифорова, Дарья Алексеевăна, Инна Ивановăна, Дмитрий Николаева, Ксения Николаевăна — «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн ылтăн паллисемпе наградăларĕç.

Ăмăрту пуçланиччен Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти тата Пысăк Енккассинчи вăтам шкулсенчи кадетсем 1418 утăмпа танлашакан символлă дистанцие утса тухрĕç, мĕншĕн тесен Аслă Отечественнăй вăрçă шăпах 1418 куна тăсăлнă.

Унтан спорт ăмăртăвĕ пуçланчĕ. Кунта чăннипех те спортпа физкультурăна чунтан парăннă харсăрсем пуçтарăннă тесе калас килет. Çăмăл атлетикăра хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхас текенсен хушшинче шкул ачисем те, аслăраххисем те, çавăн пекех Шупашкар хулинчи МЧС службин сотрудникĕсем те йышлăн пулчĕç. Вĕри чун-чĕреллĕскерсемшĕн йĕпе çанталăк та чăрмав пулмарĕ. Вĕсем хăйсен дистанцийĕсене çĕкленÿллĕ кăмăлпа чупса тухрĕç. Спортпа туслă çынсем йышланни «Спорт – пурнăç нрми» федераллă проект ăнăçлă ĕçленипе çирĕплетет.

Çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçнисене грамотăсемпе, медальсемпе, парнесемпе чысларĕç, 1-мĕш вырăна тухнисене кубоксемпе те наградăларĕç. Тарават волонтерсем пурне те вĕри чейпе сăйларĕç.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика