photo 2023 05 17 13 06 08Вăрмар муниципаллă округĕнче юнкун Пĕрлехи информаци кунĕ тухăçлă иртрĕ. Информ­ушкăнсем Кĕлкешри тата Мăнçырмари территори пайĕсенче пулчĕç, халăхпа тĕл пулса тĕп ыйтусене сÿтсе явнисĕр пуçне ытти чылай темăна та тишкерчĕç. Ку хутĕнче информаци кунĕнче çак ыйтусене пăхса тухрĕç: хытă каяшсене турттарса тухас ĕçе йĕркелесси тата строительствăпа выльăх-чĕрлĕх каяшне юраман çĕре тăкнине тупса палăртасси; 2023 çулхи шыва кĕмелли тап­хăрта çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси; тавралăха хăтлăх, тирпей-­илем кĕртесси. Çавăн пекех граждансене харпăр хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Викторович Шигильдеев ертсе пынă ушкăн Кĕлкеш ялĕнче пулнă. Унпа пĕрле ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ Илья Олегович Ионочкин пулнă. Вĕсем ялти шкул коллективĕпе, халăхпа тĕл пулса калаçнă.

Вăрмар муниципаллă округĕн депутатсен Пу­хăвĕн председателĕ Юрий Анатольевич Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕн - строи­тельство тата территорисен аталанă­вĕн управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Татьяна Геннадьевна Матвеева, РФ Социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕн клиент службин организаци ĕçĕн Управленийĕн Вăрмар муниципаллă округĕнчи клиент службин руководителĕ Татьяна Юрьевна Васильева Мăнçырма ялĕнче пулчĕç. Вĕсене ялти культура çуртĕнче Мăнçырмари территори пайĕн начальникĕ Николай Михайлович Николаев, ялти шкул директорĕ Геннадий Олегович Васильев, ял халăхĕ кĕтсе илчĕç. Информаци кунĕ шайĕнчи тĕлпулăва библиотекăра, шкулта йĕркелесе ирттерчĕç.

Пĕрремĕш ыйтупа Николай Михай­лович калаçрĕ. Ял территорийĕнче кă­çал 5 субботник йĕркелесе ирттернĕ, ăпăр-тапăр пухăнса пынă 3 вырăна тĕппипех тĕпленĕ, «Водоканал» об­щест­вăпа килĕшÿ туса груз турттармалли автомашинăпа 3 рейс туса тиесе тухнă. Ку енĕпе ĕçлемелли татах та пур-ха. Çапăсемпе çум курăк, туратсем, строительство ăпăр-тапăрĕ хытă коммуналлă каяш шутне кĕмеççĕ, вĕсене контейнерсене пăрахма юрамасть. Ял халăхĕ çакна ăнланасшăнах мар. Туратсемпе тултарса хураççĕ те ыттисем текех нимĕн те пăрахаймаççĕ. Çапăсене килтех хуран айне вучах туса е мунча хутнă чухне усă курса пĕтермелле. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх пуснă хыççăн юлакан каяша ялти ветеринари тухтăрĕ Эльвира Ивановна Савельева патне е ялти территори пайне илсе пымалли çинчен каларĕ. Ăна каярахпа аш-какайпа шăмă çăнăхĕ туса хатĕрлекен Çĕрпÿри санитарипе ветеринари утилизаци заводне ăсатаççĕ. Ялта 26 ĕне кĕтĕве çÿрет. Кĕтĕве ял çыннисем черетпе çÿреççĕ хальхи вăхăтра. Çавăн пекех ял çыннисене яланхиллех сĕт хакĕ йÿнелсе пыни пăшăрхантарать, малашне ĕне усрас кăмăла хуçать. Информушкăн членĕсем ĕне усрас текенсене самозанятый пек регистрациленсен тупăшлăрах, лайăхрах пулассине ăнлантарчĕç, патшалăх пĕр ĕне илме 70 пин тенкĕ парать. Ял çыннисене çак программăна анлăрах ăнлантарса памалла, регистрациленме пулăшмалла. Вĕсем хирĕç пулас çук. Çавăн пекех ял халăхĕнчен сĕте курттăмăн туянса каякансемпе ял халăхĕ хушшинче сĕт хакне çирĕплетсе икĕ енлĕ ятарлă килĕшÿ тумаллине каларĕç. Юридици вăйĕллĕ, ял çыннисем алă пуснă документ пулсан сĕте пуçтарса каякансем яланах хăйсен правилисене хушаймĕç. Анчах та ял çыннисен те тĕрĕс­лĕхлĕ пулмалла, сĕт тăррине пуçтарса илмелле мар, йÿçме пуçланă, чирлĕ ĕнесен сĕтне памалла мар. Кĕскен каласан, икĕ енлĕ яваплăх çирĕп пулмалла. Шыва кĕмелли вырăнсене хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса ятарласа хатĕрлемелле. Районта хальхи вăхăтра 8 плотинăна тĕрĕслеттернĕ, ку енĕпе ĕç малалла пырать. Çавăн пекех Çимĕк умĕн масарсене сăвăссенчен /клещи\, тĕрлĕ хурт-кăпшанкăран тасатмалла, çакăн валли Роспотребнадзора ятарлă çыру янă. Мăнçырмасене нумай ыйту канăçсăрлантарть: кĕпере майласа пĕтересси, çул сарасси, район территорийĕнче морг туса хурасси, Вăрмар посело­кĕнчен Хĕрлĕçыра малтан çÿренĕ ирхи рейса çĕнĕрен хута ярасси тата ытти ыйтусем. Информаци кунĕн членĕсем Юрий Иванов, Юрий Зорин, Татьяна Матвеева, Татьяна Васильева пур ыйтăва та шута илчĕç, малашне ку енĕпе ĕçлессине палăртрĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин Мăн­çыр­ма çыннисенчен чылай ыйту пуçтарчĕ çак кун.

Эвелина Михайлова

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика