Июнĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикинче «Аслисем — ачасене» ыркăмăллăх акцийĕ старт илнĕ. Вăл ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев мартăн 20-мĕшĕнче старт панă «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕн пайĕ шутланать, ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви, ЧР хĕрарăмсен Союзĕ, «Раççей ача-пăча фончĕн» регионти уйрăмĕ йĕркеленипе республикăн кашни муниципалитетĕнче иртет.

3921560555Акцине предприятисем, организацисем, депутатсем, çамрăксен пĕрлешĕвĕсем, волонтер отрячĕсем тата ыттисем те хутшăнма пултараççĕ. Акци вăхăтĕнче пухăннă укçа-тенкĕне муниципалитетсенчи ачасен фончĕсене, шкул библиотекисене литературăпа, вĕрентÿ учрежденийĕсенчи кружоксене музыка инструменчĕсемпе, оборудованипе, тумсемпе тивĕçтерме, спорт тата вăйă площадкисем тума куçарĕç.

Вăрмар муниципаллă округĕнче пурăнакан кашни çын çак проекта хутшăнса QR-кодпа укçа-тенкĕ куçарма пултарать. Хамăрăн ачасен пурнăçне пурте пĕрле интереслĕрех, телейлĕрех тата хăрушсăр тума пулăшар, тăван тăрăх аталанăвĕшĕн тăрăшар.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика