Чăваш Республикинче Пĕтĕм тĕнчери XVI кинофестиваль иртнĕ. Ăна этникăллă тата регионсенчи кинона халалланă. Фестиваль шайĕнче республикăри кинотеатрсенче тĕрлĕ фильмсем кăтартнă: тулли метражлă фильмсем, этникăллă тата регионсенчи кино, документаллă фильмсем. Кино курас текенсене тÿлевсĕрех кĕртнĕ. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче ачасем валли те фильмсем тата мультфильмсем пулнă: «Алые паруса», «Ну, погоди», «Маугли» тата ытти те.

Вăрмар муниципаллă округĕнчи «Радуга» кинозал та куракансене хавас. Пысăк экран çинче ачасем валли те, аслисем валли те тĕрлĕ мультфильмсем, кинофильмсем кăтартаççĕ. Июнĕн 1-мĕшĕнчен вара «Кинолето» программа ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн 5 çынран ытларах тăракан ушкăнсем киноафишăра палăртнă фильмсем çине билетсене йÿнĕрех хакпа туянма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика