Вăрмар муниципаллă округĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Ен Правительствин вице-премьерĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пулнă.
Владимир Геннадьевич Арапуç ялĕнчи тухтăр амбулаторийĕн строительствипе паллашнă.
Аса илтеретпĕр, строительство ĕçĕсене «Креатив-Строй» тулли мар яваплă общество пурнăçлать. Паянхи кун тĕлне объектăн никĕсне хатĕрленĕ. Контрактпа килĕшÿллĕн çĕнĕ объекта кăçалхи август уйăхĕнче туса пĕтермелле. Подрядлă организаци, округ администрацийĕн представителĕсемпе тĕл пулса строительство ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.
Арапуçĕнчи тухтăр амбулаторийĕн строительствине «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ.
Юлашкинчен Владимир Геннадьевич подрядчике ĕçсен хăвăртлăхне ÿстерме, объекта контрактпа палăртнă вăхăтра вĕçлеме сĕннĕ.
Надежда ШИШКИНА