File0059Вăрмар муниципаллă округĕнчи «Аквапром» тулли мар яваплă общество производство калăпă­шĕсене, туса кăларакан продукци ассортиментне ÿстерсе пырас тĕллевпе активлă ĕçлет. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, кунта гидроаккумуляторсем, сарăлакан пичкесем, тĕрлĕ детальсем тата ыттине те туса кăларассипе ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне хальхи вăхăтра çĕнĕ производство цехĕ хута ярассишĕн тăрăшаççĕ. Шăпах та газ кĕртессипе ĕçлеççĕ, çакăн валли ятарлă пристрой улăхтараççĕ 750 тăваткал метрлă лаптăк йышăнакан çурт çумне.

Пулас цехра çĕнĕ чÿречесем лартнă, урайне бетон сарнă. Хальлĕхе Чулхуларан тиесе килнĕ Китайра туса кăларакан 6 вĕр çĕнĕ ĕç станокĕ, вырăсла каласан одноходовый пресс, вырнаçтарнă. Пурĕ çакăн пек 7 станок пулĕ. Çĕнĕ цехра та тимĕрпе ĕçлеме палăртаççĕ, флянецсем, кронштейнсем, саппас пайсем туса кăларĕç. Çавна май çĕнĕ цех хута кайсан хушма ĕç вырăнĕсем те йĕркелеме май пулĕ. «Аквапром» тулли мар яваплă обществăра производство цехĕн начальникĕнче вăй хуракан Андрей Геннадьевич Павлов /ÿкерчĕк çинче/ каланă тăрăх, цеха çывăх вăхăтра ĕçлеттерсе ярассишĕн тăрăшаççĕ. Кунта 3 тĕрлĕ ĕç вырăнĕ пулĕ: тимĕре ваклакан, сварка тумалли, сăрламалли участоксем. Паянхи кун тĕлне «Аквапром» предприятире 82 çын ĕçлет. Апрель уйăхĕнче, тĕслĕхрен, 30 пин ытла пичке туса кăларнă. Çывăх вăхăтра çак кăтартăва 40 пине çитерме па­лăрт­нă.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика