photo 2023 05 12 08 07 05

Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерствинче «Профессире чи лайăххи» участковăйсем хушшинче професси ăсталăхĕн Пĕтĕм Раççейри конкурсĕн регионти тапхăрĕ иртнĕ. Унта 24 сотрудник хутшăннă. Çĕнтерÿçĕне службăри кăтартусене, право, медицина, физкультура тĕлĕшĕнчен тата пăшалтан тĕл перессипе еплерех хатĕр пулнине тĕрĕс­лекен зачетсем вăхăтĕнче пухăннă балсен сумми тăрăх палăртнă.

Чăваш Енре 2023 çулта профессири чи лайăххи РФ ШĔМ­ĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрă­мĕнчи полицин участковăй уполномоченнăйĕ, полицин аслă лейтенанчĕ Кирилл Павлов пулса тăнă. Кирилл Владимирович Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕ, пурăнасса Кавал ялĕнче пурăнать. Участковăй тивĕçĕсене вăл Вăрмар поселокĕпе пурнăçлать. «Урмарский» полици уйрăмĕнче 2021 çултанпа ĕçлет. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Канаш тăрăхĕнчи Сергей Ипатьев тата Йĕпреç тăрăхĕнчи Сергей Леонтьев йышăннă. Республика шайĕнчи тапхăр çĕнтерÿçи Кирилл Владимирович Павлов Пĕтĕм Раççейри конкурсра ытти участковăй-çĕнтерÿçĕсем хушшинче ăмăртĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика