Май уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче шкул ачисемпе студентсен чăваш чĕлхипе литературин пĕтĕм тĕнчери олимпиади иртнĕ. Тĕрĕслеве 40-е яхăн шкул ачи хутшăннă. Вĕсем — Чăваш Енĕн округĕсенчи тата Чĕмпĕр облаçĕпе Тутар Республикисенчи çĕнтерÿçĕсемпе призерсем. Олимпиада ыйтăвĕсене хуравлама виçĕ сехет уйăрнă. Шкул ачисем орфографие, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене, чăваш çыравçисен хайлавĕсене тата ыттине мĕнле пĕлнине тĕрĕсленĕ. Çак олимпиадăра Вăрмар округĕнчи Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкултан вĕренсе тухакан Валерия Александрова тата Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта вĕренекен Татьяна Табакова çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрсен пĕр семестр хушма стипенди /10 пин тенкĕ илсе тăрĕç/.
Тĕплĕнрех Кавалти шкултан 9-мĕш класран вĕренсе тухакан Валерия Александрова çинче чарăнса тăрар-ха. Унăн вĕрентекенĕсем каланă тăрăх, Валерия мĕн пĕрремĕш класранпах пиллĕк паллăсемпе вĕренсе пырать. 9-мĕш класран та вăл хĕрлĕ аттестатпа вĕренсе тухма хатĕрленет. Февраль уйăхĕнче ЧР Вĕрентÿ министерствипе ЧР Вĕрентÿ министерствин талантлă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕ тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ чăваш чĕлхипе тата литературипе регионсем хушшинче ирттернĕ олимпиадăра та Валерия çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. 7,8-мĕш классенче вăл чăваш чĕлхипе, литературипе район шайĕнчи олимпиадăсенче мала тухнă, 9-мĕш класра республика шайĕнче çĕнтернĕ. «Чĕрĕ сăмах» конкурсра республикăра çĕнтернĕ. «Оратор ăсталăхĕ» конкурсăн муниципалитет шайĕнчи тапхăрĕнче те мала тухнă пулнă. Ăна чăваш чĕлхипе тата литературипе вĕрентекенĕ, олимпиадăна хутшăнма хатĕрлекен наставникĕ – Кавалти шкулта чылай çул тăрăшса вăй хуракан Надежда Юрьевна Авакова. Кавал шкулĕнче юлашки шăнкăрав уявĕнче ăна ЧР вĕрентÿ министрĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç.
Валерия çемьере кĕçĕн виççĕмĕш хĕр, Пăвакассинче пурăнать. Шкул пурнăçĕнче, обществăлла ĕçсенче хастарлăх кăтартать. Унăн амăшĕ те Татьяна Александровна Пăвакасси ялĕн старости пулнă май ял аталанăвĕшĕн чылай тăрăшать. Мăшăрĕпе Сергей Владимировичпа иккĕшĕ те вĕсем хĕрĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ, вĕрентекенĕсем ячĕпе ырă сăмахсем калаççĕ.
Сăнÿкерчĕкре: Валерия Александрова амăшĕпе Татьяна Александровăпа тата вĕрентекенĕпе Надежда Аваковăпа.
Эвелина МИХАЙЛОВА