«Демографи» наци проекчĕ шайĕнче сиенлĕ йăлана — пирус туртассине хирĕç мероприятисем иртеççĕ. Халĕ, акă, табак туртассине хирĕçле эрне пырать.

Пирус туртма хăнăхни наркотике хăнăхнипе пĕр евĕрлĕ. Табак çулсерен 7 миллион ытла çыннăн пурнăçне илсе каять. Пирус туртма пăрахни сыв­лăха лайăхлатать. Ÿпке калăпăшĕ ÿсет — вăл сывă çыннăннипе танлашать. Юнра кислород шайĕ ÿсет, юн çаврăнăшĕ йĕркене кĕрет. Организм сиенлĕ япаласенчен хăтăлать. Инфаркт, инсульт, чĕрепе юн тымарĕсен, ÿпке чирĕсем, онкологи пулас хăрушлăх самай чакать.

Туртма пăрахнă хыççăн пĕр хушă организмра улшăнусем пулса иртеççĕ. Çав вăхăтра организма пулăшмалла. Уçă сывлăшпа сывламалла. Парксенче, вăрманта уçăлса çÿремелле, пÿлĕмсене уçăлтармалла.

Сĕтел çинче С, А, Е витаминсемпе, рутинпа пуян апат-çимĕç пулмалла, вĕсем никотина организмран хăвăртрах кăларма пулăшаççĕ. Майĕпен-майĕпен спортпа туслашмалла, хăнăхтарусем тумалла. Ку вăл чĕрене çирĕплетет, метаболизма хăвăртлатать, ÿпке калăпăшне ÿстерет. Унсăр пуçне эндорфинсен шайĕ ÿснипе кăмăл-туйăм та лайăхланать.

Вячеслав СЕМЕНОВ, Вăрмарти тĕп больницăри психиатр-нарколог

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика