Июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 1-мĕшĕччен Чăваш Республикинче «Аслисем — ачасене» ыркăмăллăх акцийĕ иртет. Вăл ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев мартăн 20-мĕшĕнче старт панă «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕн пайĕ шутланать, ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви, ЧР хĕрарăмсен Союзĕ, «Раççей ача-пăча фончĕн» регионти уйрăмĕ йĕркеленипе республикăн кашни муниципалитетĕнче иртет. Акцине предприятисем, организацисем, депутатсем, çамрăксен пĕрлешĕвĕсем, волонтер отрячĕсем тата ыттисем те хутшăнма пултараççĕ. Вăрмар муниципаллă округĕнче пурăнакан кашни çын та çак проекта хутшăнса QR-кодпа укçа-тенкĕ куçарма пултарать. Акци вăхăтĕнче пухăннă укçа-тенкĕпе Вăрмар муниципаллă округĕнчи вĕрентÿ организацийĕсенче пĕлÿ илекенсем валли туристсен слетне хутшăнма тата турист слечĕсем ирттерме хатĕр-хĕтĕр туянма усă курĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика