Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин çарпа патриотлă воспитани паракан «Авангард» центрĕ çулсерен республика шайĕнче «Чи лайăх кадет» смотр-конкурс ирттерет. Унăн тĕллевĕ — регионта кадетсен юхăмне малалла аталантарасси, çул çитмен ачасемпе çамрăксене обществăлла пĕлтерĕшлĕ ĕçсене активлă явăçтарасси. Конкурсра палăрнисене кăкăр çине çакмалли «Чи лайăх кадет» паллăпа наградăлаççĕ.
Çак кунсенче шăпах та асăннă конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ. Чăваш Республикинчи 10 кадета вĕренÿри, социаллă ĕç-хĕлри, спортри, творчествăри çитĕнÿсемшĕн, патриотлăхшăн наградăласа чысларĕç. «Чи лайăх кадет» паллăна тивĕçнисен хушшинче Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти кăçал 9б кадет класĕнчен вĕренсе тухнă Ангелина Семенова та пулчĕ. Ангелина — ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ, вĕренÿ отличникĕ, пĕр хутчен кăна мар Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин округри тата республикăри тапхăрĕсен çĕнтерÿçипе призерĕ пулнă, Пĕтĕм Раççейри «Юнармия» çарпа патриотлăх юхăмĕн, Раççейри шкул ачисен юхăмĕн активлă участникĕ.
«Кадет ятне эпĕ мăнаçлăх туйăмĕпе тытса пыратăп, шкулта лайăх вĕренме, юлташсемшĕн, тăван шкулшăн, хамăн çемьешĕн шанчăклă çын пулма тăрăшатăп. Кадет класĕнче вĕреннĕшĕн мухтанатăп!» — тет вăл. Ашшĕпе амăшĕ Ангелинăна тĕрĕс воспитани парса çитĕнтереççĕ, яланах пулăшаççĕ, тĕрек параççĕ, пурнăçра ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсем тăрăшнипе Ангелина çак наградăна тивĕçнĕ.
Кадет класĕнче 23 кадет пĕлÿ илнине палăртмалла. Вĕсенчен кашниех тÿрĕ кăмăллă çын пулса çитĕннĕ. Паллах, кунта кашнин ашшĕ-амăшĕн тÿпи пысăк. Вĕсемпе пĕрле пирĕн çĕршывăн пулас ăрăвне пĕр иккĕленÿсĕр çирĕп воспитани парса ÿстерме пулать.
Шкул администрацийĕпе педагогсен тăрăшулăхне те палăртса хăварас килет. Кадетсен воспитанийĕ енĕпе Владимир Павлович Антонов нумай ĕçленĕ. Унăн урокĕсене, ырă сăмахĕсене ачасем нихăçан та манса каймĕç. Акă мĕн теççĕ вĕсем: «Владимир Павлович тăрăшнипе эпир яваплăрах, дисциплинăллăрах пулса тăтăмăр, вăл пире йăнăшсем çинче вĕренме, çав йăнăшсене тăвассинчен малалла асăрханма хăнăхтарчĕ».
Кадет класĕ вальс ташшисĕр те пулмасть. Вальс ташлама вĕсене Ольга Васильевна Бережецкая вĕрентнĕ. Ташă урокĕсем ачасен туслăхне çирĕплетрĕç. Кадетсен балĕсенче пулса курса вĕренекенсем хăйсене хăйсем ытларах шанма, ритма туйма пуçларĕç. Ку хăнăхусем вĕсене пуласлăхра çав тери кирлĕ пулĕç.
Пуçламăш шкул ачасемшĕн пĕлÿ тĕнчинчи пĕрремĕш утăм шутланать. Пĕрремĕш вĕрентекенĕ Светлана Алексеевна Иванова вĕсен паха енĕсене уçса панă, ĕçчен пулма, тĕллевсене пурнăçлама вĕрентнĕ. Çак педагогсем пурте ырă сăмахсене кăна тивĕç.
Клавдия НИКОЛАЕВА, класс руководителĕ