Çак кунсенче Санкт—Петербургра иртекен пĕтĕм тĕнчери экономика форумне ют çĕршывсенчи 130 делегаци хутшăннă. Асăннă форума пухăннă кашни делегацийĕпе ĕçлĕ килĕшÿсем йĕркелеме палăртнă. Çав шутра Чăваш Ен делегацийĕ те Раççейри тĕрлĕ регионсемпе тата ун тулашĕнчи çĕршывсемпе ĕçлĕ килĕшÿсем йĕркелессипе активлăхпа палăрать. Чăваш Ен делегацине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пырать.

Форумра пирĕн республика хăйĕн инвестици вăй-халĕпе паллаштарнă, пысăк проектсене еплерех пурнăçа кĕртсе пыни çинчен каласа кăтартнă.

Палăртма кăмăллă: Чăваш Енри инвестици агентствипе Ленинград облаçĕнчи промышленноçа тата предпринимательлĕхе аталантаракансен Пĕрлешĕвĕ ĕçлĕ хутшăнусене аталантарма килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ. Çак килĕшÿ малашлăхра пирĕн республикăпа Ленинград облаçĕнчи вак тата вăтам предпринимательлĕхе, промышленность производстивине аталантарма тĕрев туса парĕ. Чăваш Ен хăй енчен пысăк конкурентлă çĕнĕ йышши 9 кластер йĕркеленĕ.

«Пирĕн пурте пĕрле пĕр тĕллевпе тачă çыхăнура тăрăшса кльтура, финанс, технологи тĕлĕшĕнчен никама пăхăнмасăр ÿсĕмсен çулĕпе аталанма майсем тупмалла. Чăваш Республикин Правительстви регион территорийĕнче пурнăçланакан мĕнпур ырă пуçарăва тĕрев пама хатĕр», - тесе палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев асăннă форумра.

Çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.Николаев тата Омск облаçĕн губернатор ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ В.Хоценко ял хуçалăхнчи, промышленноçри, коопераци отраслĕнчи инвестици проекчĕсене аталантарма килĕшÿ тунă.

З.ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика