klubВăрмар муниципаллă округĕнчи Ямпай ялĕнче унта пурăнакан çынсем тахçантанпах кĕтнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм, чăн-чăн уяв, пулса иртрĕ — «Культура» наци проекчĕ шайĕнче 49 вырăнлă модульлĕ çĕнĕ культура çурчĕ хута кайрĕ.

Мероприятине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей Федерацийĕн сенаторĕ, «Единая Россия» политика партийĕн Чă­ваш Енри уйрăмĕн Секретарĕн пĕр­ремĕш заместителĕ Николай Владимиров, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев хутшăнчĕç.

7D4GNz5Kns9rV7GPNYFO9Qlyy92hLYUA«Культура» наци проекчĕ шайĕн­че, савăнăçлă лару-тăрура регион Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕрпÿ, Çĕмĕрле тата Элĕк муниципаллă округĕсен пуçлăхĕсене /вĕсем çак кун ятарласа Вăрмар тăрăхне килсе çитнĕ\ çĕнĕ автоклубсен уççисене тыттарчĕ. Çакăн пек автоклубсем яллă вырăнсенче ĕçлекен культура ĕçченĕсене тĕрлĕ вырăна çитсе халăха савăнтарма май параççĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхне Василий Шигильдеева вара Олег Алексеевич Ямпай ялĕнчи çĕнĕ культура çурчĕн символла уççине пачĕ, клубăн ĕçĕ-хĕлне тухăçлă пурнăçлама, унта ачасем валли те, аслисем валли тĕрлĕ пултарулăха туптама меслетсем йĕр­ке­леме сунчĕ. Округсен пуçлăхĕсем Олег Алексеевича чĕререн тав ту­рĕç.

Хисеплĕ хăнасем культура çуртĕнчи кабинетсене кĕрсе курчĕç, вырăнти ал ĕç ăстисен тĕлĕнмелле илемлĕ ĕçĕсен куравĕпе паллашрĕç. Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ иртнĕ май çĕнĕ клубăн сцени çине чи малтан ачасем — Вăрмарти ачасен искусство шкулĕн воспитанникĕсем тухса ташларĕç. Вĕсем Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева çакăн пек чаплă культура çурчĕшĕн тав туса парнесем пачĕç. Олег Алексеевич та кивçенре юлмарĕ — округри культура ĕçченĕсене «Раççейĕн тĕрленĕ картти» пазл парнелерĕ.

«Кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ хальхи йышши клубсем ялсенче тĕрлĕ мероприятисем ирттерме, ял пурнăçне аталантарса пыма май параççĕ. Ямпай ялĕнчи культура çуртне республикăри 2022-2026 çулсенчи «Клуб евĕрлĕ муниципаллă культура учрежденийĕсене тăвасси /реконструкцилесси\ тата модернизацилесси» çумпрограмма пулăшнипе хăпартнă. Пирĕн тĕллев — çулсерен 5 çĕнĕ клубран кая мар тăвасси, 10 кивĕ клубран кая мар юсаса çĕнетесси. Çакна пурнăçланă май ялта пурăнма та хăтлăрах, сумлăрах пулĕ», — терĕ регион Пуçлăхĕ.

Çавăн пекех саламлă сăмахсемпе Раççей Федерацийĕн сенаторĕ Николай Владимиров, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова тухса калаçрĕç.

Ямпай ялĕнче пурăнакансен ячĕпе çак ялти Елена Антонова ЧР Пуçлăхне Олег Николаева, Чăваш Республикин, Вăрмар муниципаллă округĕн руководствине, çĕнĕ культура çуртне тума пулăшнă мĕнпур çынна тав турĕ. «Çак çĕнĕ клубра эпир концертсем те, пухусем те, суйлавсем те ирттерме, тĕрлĕ кружоксем йĕркелеме, вăхăта усăллă ирттерме пултарăпăр. Çапла вара халăхăн культура шайĕ те ÿссех пырĕ, ял та малалла аталанĕ», — палăртрĕ вăл.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика