Федераци Канашĕ Чăваш Енĕн Федераллă адреслă инвестици программине виçĕ муниципаллă округра шыв пăрăхĕ кĕртессипе çыхăннă строительство проектне пăхса тухнă. Çакă республикăн социаллă-экономикăлла аталанăвне патшалăх курăмлă пулăшу парасси куçкĕрет. Кун пек пуçарупа ларура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ, РФ Президенчĕ çумĕнчи регионăн полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков тухса калаçнă. Вăл палăртнă тăрăх, Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă муниципаллă округĕсен ку енĕпе ыйту çивĕч тăрать.

«Таса шыв» федераллă программа кăтартăвĕсем тăрăх, юлашки çулсенче вырăнти халăха ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтересси ÿснĕ, çакă 91,6 процентпа танлашнă. Анчах та Чăваш Енре халиччен централизациленĕ шыв пăрăхĕ пулман виçĕ муниципаллă округра çак ыйту кун йĕркинчех тăрать. Кунта яллă вырăнсем 90 кĕреççĕ, вĕсенче 50 пин çын пурăнать», - тесе палăртнă Алексей Ладыков.

Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх, шыв хранилищине туса лартас тата шыв пăрăхĕсене хывас ĕçсене Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров ĕçленĕ чухнех пуçланă. «Таса шыв» федераллă программăпа килĕшÿллĕн шыв хранилищине тума Шăмăршă районне 1,5 млрд тенкĕ уйăрнă. Çитес вăхăтра асăннă виçĕ муниципаллă округра пурĕ 310 километр тăршшĕ шыв пăрăхĕсем хывмалла тата шыв тасатакан комплекссем хута ямалла. Çак ĕçсене пурнăçлама регион бюджетĕнчен проектпа смета документацийĕсене хатĕрлеме укçа-тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмĕшле каласан, асăннă проекта пурнăçлама 5млрд тенкĕ кирлĕ.

ИТАР -ТАСС материалĕсем тăрăх Зинаида ПАВЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика