Федераци Канашĕн июнь уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче Чăваш Республикин кунĕсем иртеççĕ. Мероприятисене Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Раççейри субъектсен влаç органĕсен ĕçченĕсем, пысăк предприятисен пуçлăхĕсем хутшăнаççĕ.
Федераци Канашĕн комитечĕсен ларăвĕсенче регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене пăхса тухаççĕ. Сăмахран, аграрипе апат-çимĕç политикин тата çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курас енĕпе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕнче агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ тата тăван тăрăха упрассипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçрĕç.
Чăваш Республикинче агропромышленноç комплексне аталантарассипе çыхăннă ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ, ЧР Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тухса калаçнă.
«Чăваш Ен — аграриллĕ регион, кунта кашни виççĕмĕш çын яллă вырăнта тĕпленсе пурăнать. Агропромышленноç комплексĕнче 18,7 пин çын ĕçлет, регионта туса илнĕ мĕнпур продукци 14,3 процентпа танлашать», - тесе палăртнă Сергей Артамонов. Вăл çавăн пекех ял хуçалăхĕнче тăрăшса вăй хуракансен ĕç укçи çинче те чарăнса тăнă. Чăвашстатăн 2022 çулхи кăтартăвĕсем тăрăх, агропромыщленноç комплексĕнче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 36443,4 тенкĕпе танлашнă, çакă 2021 çулпа илсен, 119,5 процентпа танлашать. Республикăра пĕтĕмĕшле ялхуçалăх организацийĕсем — 555, хресчен /фермер\ хуçалăхĕсем — 1517, уйрăм кил хуçалăхĕсем — 236 пин, ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсем — 97, килте хушма хуçалăх тытса пыракансем /самозанятые\ 10,3 пин çын шутланаççĕ. Чăваш Республикинче ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем пурĕ 934,6 пин гектар шутланаççĕ. Регионта ял хуçалăх çĕрĕсемпе эффективлă ĕçлеççĕ. Сăмахран, 2022 çулта çĕрулми туса илессипе Атăлçи федераллă округра пирĕн республика — пĕрремĕш, пахча-çимĕç, сĕт туса илессипе — иккĕмĕш, тĕштырăпа аш-какай туса илессипе тăваттăмĕш вырăнсене тивĕçнĕ.
Палăртма кăмăллă: Хресчен /фермер\ хуçалăхĕсене патшалăх пулăшăвĕ парасси юлашки 5 çулта икĕ хут ÿснĕ, çав шутран республика бюджетĕнчен пулăшу кÿресси — 15 хут.
Çавăн пекех ЧР Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Федераци Канашĕн ларăвĕнче республикăра хăмла туса илессипе çыхăннă ыйтăва та тишекрчĕ. Çакна палăртмалла: Чăваш Республикине хăмла туса илессипе «пилотлă» регион шутне кĕртме палăртнă. Ку енĕпе Чăваш Енре ятарласа ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕ ĕçлет, кунта хăмлан 250 тĕрлĕ сортне çитĕнтереççĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш аграри университечĕ çамрăксене хмелевод-агроном специальноçне алла илме майсем туса парать. Университетра çавăн пекех «Хăмла туса илессин центрĕ» йĕркеленĕ.
Палăртма кăмăллă: Вăрмар муниципаллă округĕнче хăмла туса илессипе «Агроресурсы» тулли мар яваплă общество тĕллевлĕ ĕçлесе пырать. 2022 çулта хуçалăхра 30 гектар çинчен 50,2 тонна «симĕс ылтăн» туса илнĕ. Хăмла туса илессипе иртнĕ çул Вăрмар муниципаллă округ республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннă.
ЧР Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Федераци Канашне хăмла туса илессипе Чăваш Республикине пилотлă регион туса хумаллине асăнса хăварчĕ.
З,ПАВЛОВА