Çак кунсенче Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин кунĕсем иртеççĕ. Паян Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ тĕлпулура Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев юхса тухакан шыва тасатассипе РФ Шыв /Водный\ Кодексне улшăнусем кĕртмелли çинчен каланă пуçарăва ырласа йышăннă. Çавна май ку енĕпе саккун проектне хатĕрлеме каланă. Çакă Чăваш Ене кăна мар, ытти субъектсене пырса тивнине те палăртнă.

Ĕçлĕ калаçура çавăн пекех Федераци Канашĕнчи Чăваш Республикин кунĕсен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Малашне те пĕрле тачă çыхăнура ĕçлемеллине палăртнă.

Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин историйĕпе тата унăн аталанăвĕпе çыхăннă курав-презентаципе паллашнă. Валентина Матвиенко «Тракторсем тăвакан завод» концерн ĕç-хĕлне лайăх хак панă, куравра çавăн пекех Чăваш Енрен тухнă, Раççейре акăлчан чĕлхине вĕрентмешкĕн онлайн-шкул йĕркеленĕ Георгий Соловьев ĕçĕпе паллашнă.

З.ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика