20230610 12155720230610 121511«Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕ — Вăрмар муниципаллă округĕнчи чи тухăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Ăнăçу вăрттăнлăхне, паллах, темиçе тĕрлĕ сăлтавпа та çыхăнтарма пулать. Кунта чи малтанах хуçалăх пуçлăхĕн Владимир Анатольевич Ивановăн çирĕп тĕллевлĕхне палăртмалла. Кадрсен ыйтăвĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Работниксем ĕçчен, тÿрĕ кăмăллă, шанчăклă пулсан хуçалăх та аталану çулĕпе пырасси паллă.

«Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче шăпах çавăн пек тăрăшуллă ĕçченсем вăй хураççĕ. Ку вăл пĕрре те пушă сăмах мар. Ахальтен мар вĕсене ĕçченлĕхшĕн палăртса çулсерен Акатуй уявĕнче сцена çине йыхравласа тĕрлĕ наг­радăсемпе чыслаççĕ. Кăçал та çак хуçалăхра ĕçлекенсене тĕрлĕ хисеп грамотисемпе тав çырă­вĕсем, дипломсем пачĕç. Акă, Василий Пет­ров механизатор «Ака чемпионĕ», Николай Васильев «Çĕр хатĕр­лессипе чемпион», Венера Максимова «Чи лайăх доярка» ятсене тивĕçрĕç.

Арапуçĕнче пурăнакан Венера Юрьевна Максимова /ÿкерчĕк çинче/ «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче 7 çула яхăн ĕне сăва­кан пулса ĕçлет. Унăн амăшĕпе ашшĕ те ĕмĕр тăршшĕпех ял хуçалăхĕнче вăй хунă, Венера Юрьевна та ачаранах çак çăмăл мар ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Амăшне Людмила Геннадьевнăна /вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕне-выльăх пăхаканра вăй хунă\ час-часах колхоз ферминче ĕçлесе пулăшнă. Ÿссе çитĕнсен те ку ĕçе пăрахман, çав шутра ĕнесене пăрулаттарнă çĕрте те тăрăшнă.

Ĕне-выльăх пăхас ĕçре пысăк опыт пухнă хĕрарăм /пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 19 çулпа танлашать унăн\ «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнчи ĕне ферминче вăй хума тытăнсан та ĕçе хастаррăн пуçăннă. Паллах, ĕне сăваканăн тивĕçĕ çăмăл мар, анчах ĕçе хальхи йышши технологисемпе килĕшÿллĕн автоматизацилени ĕç хăвăртлăхне тата тухăçлăхне ÿстерме пулăшать.

Ĕçри тăрăшулăхшăн, активлăхшăн Венера Юрьевнăна пĕрре кăна мар тĕрлĕ наградăсемпе чысланă. Вăрмар округĕн кăçалхи Акатуйĕнче те, çÿлерех каларăмăр ĕнтĕ, «Чи лайăх доярка-2023» ята тивĕçсе I степеньлĕ Диплом илнĕ вăл. Çавна май çак кунсенче республикăра ĕне сăвакансем хушшинче иртнĕ конкурса хутшăннă, унта Вăрмар муниципаллă округĕн чысне çÿллĕ шайра хÿтĕленĕ.

Кăçалхи «Ака чемпионĕ» çинчен те кăштах çырса хăварас килет. Василий Николаевич Петров /ÿкерчĕк çинче/ «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче 2019 çултанпа ĕçлет. Энĕшпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ вăл, нумай çултанпа Вăрмар поселокĕнче пурăнать. Пултаруллă механизатор мĕн çамрăкран техникăпа туслă. Трактор-и, комбайн-и, йывăр автомашина-и — кирек мĕнле техника рулĕ умĕнче те хăйне килти пекех туять вăл, хуть мĕнле ĕçе те пурнăçлама пултарать. Акмалла пулсан акать, вырмалла пулсан вырать, сухаламалла пулсан та Василий Николаевича шанма пулать. Кăçал вăл 1250 гектар çинче ял хуçалăх культурисене акса районти механизаторсем хушшинче мала тухнă, «Ака чемпио­нĕ-2023» ята тивĕçлипех çĕнсе илнĕ. Чăннипех те маттур!

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика