20230615 103604«Чăваш Республикин 2035 çулчченхи социаллă-экономикăллă Стратегийĕ» документра палăртнă тăрăх, 2035 çул тĕлне автомобиль çулĕсен аталаннă сетьне йĕркелемелле тата халăха хăрушлăхсăр та паха транспорт пулăшăвĕсемпе усă курассипе тивĕçтермелле. Ку вăл республикăн конкурентлăхне ÿстерме май парать.

Пинерти территори пайĕнче «Аниш-Вознесенское» автомобиль çулне юсассипе ĕçсем вĕçленнĕ. Кунта 3 километр та 900 метр тăршшĕ автомобиль çулне тĕпрен юсаса якатнă, çĕнĕрен асфальт сарнă. Ĕçсене «Стройком» тулли мар яваплă общество пурнăçланă. Контракт хакĕ 24 миллион ытла тенкĕпе танлашнă. Автомобиль çулне «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕ шайĕнче юсанă.

Çак кунсенче çул-йĕр ĕçченĕсем «Аниш-Вознесенское» автомобиль çулĕн хĕррисене автогрейдерпа хырса якатнă /ÿкерчĕк çинче\. Халĕ Пинерти территори пайĕнче пурăнакансем кирлĕ çĕре яка çулпа çил пек вĕçтерсе çитме пултараççĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика