DanilovЧăваш Республикинче 36 выпускник вырăс чĕлхипе Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытса 100 балл пухнă. Вĕсенчен пĕри — Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн выпускникĕ Владислав Данилов.

Владислав профильлĕ технологи класĕнчен вĕренсе тухнă. Вăл пуçламăш классенченех вĕренÿре лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă. Пĕр­ремĕш вĕрентекенĕ Марина Михайловна Сотникова Владислава пĕлÿ тĕн­чинче çитĕнÿсен çулĕпе утăмлама хăнăхтарса пулăшса пынă. Шăпах çавăн чухне Владик вулама, çырма юратма пуçланă, библиотекăн яланхи вулаканĕ пулса тăнă.

Вăтам классене куçсан вара арçын ача вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Елена Ильинична Ларионовăн çунатти айне лекнĕ. Елена Ильинична Владиславăн пĕлĕвне малалла аталантарнă. Вăл шкулта тухса тăракан «Шкул сасси» хаçатăн ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пынă май, тăрăшуллă вĕренекенĕн çырас пултарулăхне курса ăна çамрăк корреспондент ĕçне явăçтарнă, тĕрлĕ конкурссене хутшăнма хавхалантарнă. Тăрăшни сая кайман, акă, Çĕнĕ Шупашкар хулинче шкул хаçачĕсен регионсем хушшинчи «Школа-пресс» творчествăлла уçă конкурсра Владислав «Шкул хаçачĕн чи лайăх корреспонденчĕ» номинацинче икĕ хутчен те çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Республикăри «EXCELSIOR-2021» конференци-фестивалĕнче «Журналистика» секцинче призер пулса тăнă. «Пушкин диктанчĕ» çырса икĕ хутчен çĕнтерÿçĕ пулнă.

Вĕренÿре кăна мар, творчествăра та, спортра та палăрнă Владислав. А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ çумĕнчи «Легион» футбол командин вратарĕ вăл. Шкул лесничествин членĕ те пулнă, шкулти театрта, районти культура çурчĕ çумĕнчи «Маска» театрта вылянă.

9-мĕш класран Владислав хĕрлĕ аттестатпа вĕренсе тухнă. Математика, информатика, физика предмечĕсене питĕ кăмăлланăран 9-мĕш класс хыççăн технологиллĕ профиле суйласа илнĕ. Физика предметне вĕрентекен Светлана Леонтьевна Тимофеева вĕсен класне ертсе пыма пуçланă. Вырăс чĕлхипе литературине вара Евгения Вениаминовна Ипатова вĕрентнĕ. Вĕренÿри çитĕнĕвĕсене кура 10-мĕш класра Владислав Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăнă. 11-мĕш класра вара Чăваш Республикин Пуçлăхĕн уйрăмах пултаруллă çамрăксене паракан стипендине илсе тăма тивĕçнĕ.

«Вĕренÿре хамăр тăрăшни, ÿркенменни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытас тесе чăннипех те тăрăшса, тÿрĕ кăмăлпа, кашни минутпа тухăçлă усă курса хатĕрлентĕм. Çавăнпах пулĕ чи пысăк балл илме пултартăм», — тет Владислав.

Вырăс чĕлхипе 100 балл илнĕ пулсан, математикăпа та кăтарту пысăк пулнă Владиславăн — 94 балл. Çак предмета ăна 9-мĕш класчен Ирина Анатольевна Иванова, аслă классенче вара Татьяна Леонидовна Шмелева вĕрентнĕ.

Зинаида ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика