7777

Çак кунсенче Чă­ваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев рес­публикăра пурăнакан, хăйсен ĕçĕнче палăрнă 23 çынна патшалăх наградисем панă.

Вĕсен хушшинче — Раççей Геройĕ, ял хуçалăх тата вăрман отраслĕн ĕçченĕсем, врачсем, предприятисен руководителĕсем, журналистика сообществин представителĕсем, педагогсем, тренерсем. Пурте вĕсем республикăн социаллă-экономикăллă аталанăвне пысăк тÿпе хывнă.

Вăрмарти тĕп больницăн врачĕ те — Елена Николаевна Чапурина акушер-гинеколог пысăк награда илме тивĕçнĕ. Ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ят панă. Саламлатпăр!

Елена Николаевна И.Н.Улья­нов ячĕллĕ Чă­ваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетне вĕренсе пĕтернĕ. 1990 çултанпа Вăрмарти тĕп больницăра акушер-гинекологра ĕçлет. Тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн, хăйĕн профессине чунпа парăннăшăн ăна ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин Тав хучĕпе тата Хисеп грамотипе, РФ Сывлăх сыхлавĕн минис­терствин Хисеп грамотипе тата ытти наградăсемпе чысланă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика