Шупашкарти экономика форумĕн «Çирĕп аталану çулĕпе» ятпа йĕркеленĕ пĕрлехи ларăвне унăн модераторĕсем, «Раççей 24» канал телеертÿçисем Александра Суворовăпа Юрий Богданов республика Пуçлăхне Олег Николаева сăмах панинчен пуçларĕç - Олег Алексеевича тĕлпулăвăн кун йĕркине никĕсленĕ темăна уçăмлатма сĕнчĕç.

Çирĕп аталану идейи, паян çĕршыв шайĕнче йышăннăскер, Олег Николаев палăртнă тăрăх, модăна пуç тайни мар – регион аталанăвĕн пĕтĕмĕшле çул-йĕрне палăртакан инструментари. Вăл – паянхи лару-тăрăва тишкерсе, хамăрăн майсене шута илсе, наукăпа технологисем çине таянса малалла утмалли никĕс. Республика çирĕп аталану концепцине палăртнă, ăна пурнăçламалли «çул-йĕр карттине» çирĕплетнĕ. Вĕсем яланах обществăпа диалогра пулассине, йышăнусен комплекслăхне, ресурссемпе тирпейлĕ те тухăçлă усă курассине, патшалăхпа бизнес ĕçтешлĕхне, предпринимательсен пуçарулăхне вăйлатассине тĕпе хураççĕ.

Кун йĕркинчи мероприятисене Олег Алексеевич виçĕ ушкăна пайларĕ: экологи хăрушсăрлăхĕ, социаллă сфера тата халăха упрасси; патшалăх управленийĕ, экономика аталанăвĕ тата производство сфери.

Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахне тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Калăпăр, халăха шывпа тивĕçтересси. Ку ĕç таса мар шывсене экологие сиен кÿмесĕр юхтарса кăларассипе те тачă çыхăннă. Чăваш Енре шывпа тивĕçтермелли тата шыв тасатмалли объектсен тытăмне йĕркеленĕ.

Тепĕр çул-йĕр – электро­тран­спорта аталантарасси. Пассажирсене илсе çÿрессинче республика троллейбуссем тата газпа ĕçлекен автобуссем çине пусăм тăвать. Уйрăм çынсен тата коммерци тытăмĕсен электротранспорчĕн инфраты­тăмне аталантармалли план та пур. Çавнашкал техника валли паян регионта 16 заправка уçнă та ĕнтĕ. Çывăх çулсенче тата 173 уçмалла. Чăрмавсăр мар.. Сăмахран, генераци хăвачĕсем çителĕксĕрри сисĕнет. Ку вара тарифсене те витĕм кÿрет. Çавăнпа генераци центрĕсем уçмалли проект хатĕрленĕ. Çак кунсенче шăпах 1 мегаватт хăватлă пирвайхи объекта уçнă. Планра вара – 120 мегаватт.

Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков вара нумаях пулмасть вăл Петербургри экономика форумĕнче Чăваш Ен пурăнмалли чи лайăх вырăн пуласси пирки каланине аргументсемпе çирĕплетрĕ.

Паян Шупашкар агломераци­йĕн мастер-планне хатĕрлес ĕç пырать. Республика çĕршывра цифра финанс активĕсене ĕçе кĕртес енĕпе пуçаруçăсен шутĕнче.

Федераци Канашĕн Экономика политики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Ирек Ялалов регионăн çак кунсенче Раççей парламенчĕн çÿлти палатинче иртнĕ презентацийĕ тĕлĕнтернине пытармарĕ. Республика çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелет, пысăк нумай инвестици проектне çул парать.

Николай КОНОВАЛОВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика