Çак йĕрке ыран вăя кĕрĕ. Унпа килĕшÿллĕн вăрмана июлĕн 20-мĕшĕччен кĕме юрамĕ.
Чару мерисене республика вăрманĕсенче пушар тухас хăрушлăх пысăккипе йышăннă. Типĕ тата шăрăх çанталăк тăнă тапхăрта çынсене ытти çулсенче те вăрмана кĕрессинчен тытăнса тăма сĕннĕ.
Палăртнă тапхăрта вăрмансенче мобильлĕ патрульсем сыхă тăрĕç. Вĕсен йышĕнче ведомство ĕçченĕсем, полицире тата вăрман хуçалăхĕнче тăрăшакансем пулĕç. Йĕркене пăсакансене административлă йĕркепе явап тыттарма та пултарĕç. Штрафсем пĕчĕк мар, çавăнпа чару мерисем çине алă ан сулăр.
Ятарлă режим тапхăрĕ вăйра тăнă чухне вăрманта пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăснă тĕслĕхе шута илсен ахаль çынсен — 40 пинрен пуçласа 50 пин тенкĕ таранччен, должноçра тăракансен — 60 пин тенкĕрен пуçласа 90 пин тенкĕ таранччен, юридици вăйĕнчисен 600 пинрен пуçласа пĕр миллион тенкĕ таранччен штраф тÿлемелле пулĕ.
Владимир ГЛУХОВ, Канаш лесничествин лесничийĕ