photo 2023 06 28 10 40 21

Чăваш Республикинче кăçалхипе виççĕмĕш хутчен «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс иртсе кайрĕ. Ăна, унчченхи çулсенчи пекех, Рес­публика кунĕнче пĕтĕмлетрĕç.

«Эпĕ — хĕрарăм» конкурсăн финалĕ — чăннипех те питĕ хавхалантаракан, кăмăла çĕклекен, чунри ырă туйăмсене вăратакан мероприяти. Вăл Чăваш патшалăх филармонийĕн çуртĕнче иртнĕ. Конкурса хутшăнакансем унта ятарласа сарса хунă хĕрлĕ кавир тăрăх утса кĕнĕ.

Кăçал конкурса Чăваш Республикинче пурăнакан 614 хĕрарăм — тĕрлĕ професси представителĕсем те, кил хуçи хĕрарăмсем те — хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсен конкурса тăратнă видеороликĕсене 144 пин ытла çын курса хакланă. Сасăлав 10 номинаципе пулнă.

Филармони залĕнче пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР хĕрарăмсен Союзĕн председателĕ Наталья Николаева, ытти хисеплĕ çынсем саламланă. «Çак конкурса хутшăнни хĕрарăмсене хăйсен пултарулăхне, чун-чĕре илемне кăтартма пулăшать. Енчен те хальхинче çĕнтерме май килмен пулсан, ан кулянăр, конкурса хутшăнни вăл хăй çĕнтерÿпе тан, мĕншĕн тесен эсир пĕтĕм халăх умне тухса: «Эпĕ — хĕрарăм!» — тесе хăюллăн каларăр. Саламлатăп!» — çапла каланă регион Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче. ЧР хĕрарăмсен Союзĕн председателĕ Наталья Николаева конкурса хутшăнакансене тав тунă, конкурс кашни хĕрарăма хăйĕн хаклăхне туйса илме май панине палăртнă.

«Эпĕ — хĕрарăм» конкурса Вăрмар муниципаллă округĕн представителĕсем те тĕрлĕ номинацисенче хутшăннă. Савăнсах пĕлтеретпĕр: «Саккун хуралĕнче» /«На страже закона»\ номинацинче Энĕшпуç ялĕн­че пурăнакан Снежанна Александровна Иванова /ÿкерчĕк çинче — сулахайран виççĕмĕш\ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, дипломпа хаклă парнене тивĕçнĕ. Снежанна Александровна ашшĕ çулĕпе кайса пурнăçне право хуралĕнчи ĕç-хĕлпе çыхăнтарнă. Вăл РФ ШĔМĕн Чулхулари академийĕн Шупашкарти филиалĕнче пĕлÿ илнĕ, 2008 çултанпа РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен аслă инспекторта вăй хурать. «Ют ачасем пулмаççĕ» девизпа ĕçлекенскер ачасемпе çемьесене пурнăçри йывăр лару-тăрура пулăшать. Ĕçре те, килте те ĕлкĕрет Снежанна Александровна. Мăшăрĕпе Дмитрий Геннадьевичпа пĕрле 4 ачана кун çути парнеленĕ, вĕсене пурнăçра ырă тĕслĕх кăтартса тĕрĕс воспитани парассишĕн тăрăшаççĕ.

Сăмаха май, пĕлтĕр те «Эпĕ — хĕрарăм» конкурсра «Саккун хуралĕнче» номинацинче пирĕн округ представителĕ — РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн дознани ушкăнĕн начальникĕ Любовь Левина 1-мĕш вырăна тухнă. Вăт çакăн пек маттур хĕрарăмсем ĕçлеççĕ пирĕн право хуралĕн органĕсенче.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика