Наркомани укçапа çыхăннă — пĕр тенкĕрен пин тенкĕ тупăш тума пулать тесе ĕнентереççĕ наркомансем.Тем тĕрлĕ наркотик те пур: çывăрттараканни, стимуляторсем, галлюциногенсем... Вĕсем тĕп нерв тытăмĕпе пĕрле пĕтĕм организма сиен кÿреççĕ. Киревсĕр çынсем наркотик суту-илĕвне çамрăксене ытларах явăçтарма тăрăшаççĕ. Çăмăл майпа укçа тума май пур тесе шухăшласа çамрăксем çак çул çине çăмăллăнах тăма пултараççĕ.Çуллахи вăхăтра ачасем таçта та тухса çÿреççĕ, тĕрлĕ çынсемпе тĕл пулаççĕ. Вĕсем хушшинче вара наркотикпа суту-илÿ тăвакан та пулма пултарать. Вĕсем ачасене наркотика тутанса пăхма малтанлăха укçасăрах сĕнме пултараççĕ. Çапла вара çитĕнсе çитмен организм наркăмăша 2-3 хут тутанса пăхсанах хăнăхса кайма пултарать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен ачисене асăрхасах тăмалла. Воспитательсемпе педагогсен те вĕсемпе тимлĕ пулни пăсмасть. Паянхи ÿсекен çамрăк ăру çак сиенлĕ наркăмăш тĕлне ан лектĕр тесен пирĕн, аслисен, питĕ сыхă пулмалла.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика