Республикăри шкул ачисене туризмпа экскурси ĕçĕ-хĕлне явăçтарас тĕллевпе 2023 çулта «Манăн çулçÿревсен кĕнеки» дневник» проекта хута янă. Çавна май «Чи активлă çулçÿревçĕ» конкурс иртет.
Конкурсăн 1-мĕш тапхăрĕ валли Вăрмар округĕнчи шкул ачисене «Манăн çулçÿревсен кĕнеки» дневникăн» буклечĕсене валеçсе панă. Июнĕн 1-30-мĕшĕсенче 31 вĕренекен республикăри 5 объектра тата мероприятинче пулса курнă. Проектăн 2-мĕш тапхăрĕнче, июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 30-мĕшĕччен, ачасем 35 объектра тата мероприятинче пулса курма планлаççĕ. Вĕсем хăйсем ăçта пулнине, мĕн курнине буклетра палăртса пырĕç.
Çавăн пекех «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» наци проекчĕ шайĕнче республикăра 2022 çултанпа шкул туризмĕн программи пурнăçланать. 5-9 классенче вĕренекенсем регионти паллă вырăнсенче пулса кураççĕ. Çулçÿреве вĕренÿре, спортра çитĕнÿсем тунă ачасем тухма пултараççĕ. Кăçал Вăрмар округĕнчи 150 ача çак çулçÿреве тухма тивĕçнĕ. Ку вăл пĕтĕмпех тÿлевсĕр. Тур хакĕ — 7000 тенкĕ, укçа-тенкĕне республика бюджетĕнчен уйăраççĕ. 2 куна пыракан тур вăхăтĕнче ачасемпе экскурси, мастер-классем ирттереççĕ, апатпа, хăна çуртĕнче вырăнпа тивĕçтереççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем тур маршрутне хăйсем суйлаççĕ. Çавăн пекех аслă классенче вĕренекенсене республикăри предприятисене экскурсине илсе çÿреççĕ. Унсăр пуçне Вăрмар округĕнчи шкул музейĕсенче те хăнасене курма хавас. Пĕтĕм шкултах музейсем, çар мухтавĕн кĕтесĕсем пур. Энĕшпуçĕнчи, Кĕтеснерти, Кĕлкешри, Пинерти, Чупайри шкулсенчи музейсем пĕтĕм Раççейри музейсен списокне кĕнĕ.
Туризма шкул ачисем хушшинче пропагандăлас тĕллевпе «Романтика» лагерьте турист çулне йĕркеленĕ. «Вĕренÿ» наци проекчĕн «Кашни ачан ăнăçăвĕ» федераллă проекчĕ шайĕнче Ачасен пултарулăх çурчĕ çумĕнче туризмпа краеведени енĕпе 15 çĕнĕ вырăн йĕркеленĕ, 93,2 пин тенкĕлĕх оборудовани туяннă.
Палăртмалла, «Аслисем — ачасене» акци шайĕнче пухăннă укçа-тенкĕпе шкул туризмне аталантарма, ачасем валли турист хатĕрĕсем туянма планланă. Пурне те акцине хутшăнма чĕнсе калас килет.
Надежда ИВАНОВА,
Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн заместителĕ